Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Шӗнер Ишекри Орловсен ҫемйи 7 ача усрава илнӗ

Хӑйсен 2 тӗпренчӗкне ура ҫине тӑратнӑ хыҫҫӑн тӑлӑхсене ҫемье ӑшши парнелес тенӗ вӗсем. Туслӑ йыш час-часах тӗрлӗ конкурспа уява хутшӑнать, ҫав вӑхӑтрах пысӑк хуҫалӑх тытать. 

Ҫак юрра Орловсем ҫырнӑ. Кӗввине ҫемье пуҫӗ Валерий шухӑшласа кӑларнӑ, мӑшӑрӗ Ольга, рифмӑсен килӗшӗвне аван пӗлекенскер, сӑввине шӑрҫаланӑ. Ҫапла хӑйнеевӗр ял гимнӗ ҫуралнӑ. Сӑмахӗсене пур ачи те пӗлет.

Ҫак юрра пӗрремӗш хут Хапӑсри культура ҫуртӗнче шӑрантарнӑ. Мӑшӑр пӗр вӑхӑт унта вӑй хунӑ. Ку хайлавпа тӗрлӗ фестиваль-конкурса та хутшӑннӑ вӗсем. Чылай парнене тивӗҫнӗ.  
Ольгапа Валерий Вӑрнар тӑрӑхне 10 ытла ҫул каялла Екатеринбург хулинчен куҫса килнӗ.

"Ҫемье ҫавӑрсан ял еннелле пӑхма тытӑнтӑмӑр. Свердловск е Чулхула облаҫӗсенче тӗпленес шухӑш пурччӗ, анчах та Чӑваш Ен ытларах тыткӑнларӗ. Ольган аякри тӑванӗсем Шупашкарпа Каҫал тӑрӑхӗнчен пулни те хавхалантарчӗ. Шӗнер Ишекри ҫурта тӳрех килӗштертӗмӗр ," - теҫҫӗ Орловсем. 

Ял халӑхӗ ҫемьене хапӑлласа йышӑннӑ. Ӗҫчен мӑшӑр хуҫалӑхӗнче тулли выльӑх-чӗрлӗх - качакасемпе вьетнам сыснисем усраҫҫӗ. Ялта мӗнле професси кирлӗреххине тӗпчесен иккӗшӗ те педагогика колледжне вӗренме кӗнӗ. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн Нурӑсри шкул-интернатра воспитательте ӗҫлеме пуҫланӑ. Шӑпах ун чухне ача усрава илес шухӑш ҫирӗпленнӗ те Ольган. Пӗччен ҫитӗннӗскер пысӑк ҫемье пирки ӗмӗтленнӗ. Сӑмах май, мӑшӑрӑн хӑйсен икӗ хӗр. Вӗсем ҫитӗннӗ ӗнтӗ: пӗри - ҫемьеллӗ, тепри техникумра пӗлӳ пухать. Ача-пӑча сассине хӑнӑхнӑскерсем малтанах Маргаритӑна ҫемье ӑшши парнеленӗ.

Тӑватӑ ҫул хушшинче Орловсен ҫемйи самай йышланнӑ - 7 ачана усрава илнӗ. Пурте - тӗрлӗ ӳсӗмрисем. Маргарита - чи асли, вӑл Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗренет. Ыттисем шкула е ача сатне ҫӳреҫҫӗ. Кашниех - йывӑр шӑпаллӑ. Мӑн Явӑшри Димапа Вася тата Лизӑпа Катя - пӗртӑвансем. Ашшӗ 5 ҫул, амӑшӗ 2 ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Тӑлӑха юлнӑскерсене Ольгапа Валерий уйӑрман - хӑйсен хӳттине илнӗ. Кашни ачин пултарулӑхне аталантарма майсем туса пама тӑрӑшаҫҫӗ. 

Килте мӗн те пулин ҫӗмӗрӗлсен ӑна юсама вара алли-ури ҫыпӑҫуллӑ Димӑна шанаҫҫӗ. Пысӑк хуҫалӑхӗ те - арҫын ачасем ҫинче. Выльӑх-чӗрлӗх пӑхасси - вӗсен тивӗҫӗ. Хӗр ачасем килти тирпейлӗхшӗн яваплӑ. Асли Маргарита кӗҫӗннисене ҫыхма вӗрентет. Канмалли кунсене те ҫемье кӑсӑклӑ ирттерме тӑрӑшать - ӑҫта та пулин курма каяҫҫӗ.  Чиркӗве те ҫӳреҫҫӗ.

"Кашни ача пирӗн пата Турӑ пилӗпе лекнӗ. Ятарласа никама та суйламан", - теҫҫӗ Ольгапа Валерий. 

Ҫемьере пӗр-пӗринчен ютшӑнмаҫҫӗ. Килте анне, атте, ывӑл, хӗр тени янрасах тӑрать. Ольгапа Валерий ачисенчен ытларахӑшне шыва кӗртнӗ. Турӑран пил илни темле документран та яваплӑрах, теҫҫӗ. Орловсен ӗмӗчӗсем пысӑк - тинӗс хӗррине кайса килесшӗн, ҫемье репертуарне ҫӗнӗ юрӑсемпе пуянлатасшӑн. Апла пулсан Шӗнер Ишекри туслӑ йыш пултарулӑхне кӗҫех мӗнле те пулни уявра хаклама пулӗ. 


 Вероника Павлова, Святослав Петров