Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Раиса Андреевна - 98 ҫула кайнӑ Тӗрӗ-эреш, ҫивиттисем ҫыхма юратаканскере, нумай ҫул хурҫӑ утпа ӗҫленӗ тесе те калаймӑн. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул вӑл 14-ра кӑна пулнӑ. Вӑй-питти арҫынсем фронта кайса пӗтсен, колхозри мӗн пур йывӑр ӗҫе аслисемпе тан тума тивнӗ. Хӗр лашапа уй-хир те сухаланӑ, тырӑ та акнӑ. Ваттисем вӗрентсе пынипе ырми-канми ӗҫленӗ, тет вӑл ҫав ҫулсене аса илсе.
1943-мӗш ҫулта Раиса Андреевнӑна тепӗр икӗ хӗр тантӑшӗпе Хӗрлӗ Чутайри машинпа трактор станцине вӗренме яраҫҫӗ. Виҫӗ уйӑхран вӗсем тракторист профессине алла илеҫҫӗ. Ҫураки пуҫлансан ҫамрӑк СХТЗ - НАТИ трактор рулӗ умне ларать. Унӑн телейне техника керосинпа ӗҫленӗ. Вут хутса чупаканнипе йывӑртарахчӗ, тет ветеран. Техникӑна та хӑйӗнех юсама тивнӗ. Юрӑхсӑра тухнӑ хатӗрсене тимӗрҫ лаҫҫинче туптанӑ. Кувалдӑпа сахал мар сулланӑ. Хӑҫан ҫуран, ҫул ӑнсан - лашапа е техникӑпа трактор пайӗсем туянма Канаша та нумай ҫӳренӗ. Йывӑр тесе никам та нӑйкӑшман. Шанчӑклӑ тыл ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнине пурте ӑнланнӑ.
Паян ҫак тракторсем музей экспоначӗ шутланаҫҫӗ. 80 ҫул каялла вара вӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӗве туптассинче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ. Палӑртмалла, вӑрҫӑн малтанхи ҫулӗсенче колхозра тӑрӑшнӑ вӑй питти ҫынсен шучӗ 60 процент таран чакнӑ. Ҫавӑнпа та техника ҫине пысӑк шанӑҫ пулнӑ. Чӑваш Ен фронта ҫӗрулмипе, ытти пахча-ҫимӗҫпе, ҫӑкӑрпа, аш-какайпа, юр-варпа тивӗҫтернӗ. 1942-43-мӗш ҫулсенче республика икӗ хутччен куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялава тата премие тивӗҫнӗ. Ҫакӑнта, паллах, республикӑри таркторист-хӗрарӑмсен тӳпи те пысӑк. Ҫакна тӗпе хурса Трактор музейӗнче тӑрӑшакансем вӗсем пирки кӗнеке кӑларас тӗллевлӗ.
Вӑрҫӑччен ҫӗршывра хӗрарӑм-трактористсем 9 процент кӑна пулнӑ. 1944-мӗш ҫул тӗлне вара ҫак цифра 55 процента ҫитнӗ. Вӗсенчен кашни хисепе тивӗҫ. Хальхи вӑхӑтра тӗпчевҫӗсем республикӑри виҫҫӗр тракторист-хӗрарӑм пирки информаци пуҫтарнӑ. Пурӗ вара вӑрҫӑ ҫулӗсенче Чӑваш Енре 1200 яхӑн хӗрарӑм хурҫӑ утпа вӑй хунӑ.
Леонид Петров, Светлана Позднякова, Николай Семенов, Виктор Степанов, Святослав Петров