Хӑйӗн пурнӑҫне вӑл журналист профессийӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫак ҫул-йӗре суйлама ҫывӑх тӑванӗ Михаил Прокопьевич Ижеев тӗслӗхӗ те хавхалантарнӑ. Вӑл "Красная Чувашия" - "Советская Чувашия" хаҫатсен редакцийӗсенче 27 ҫул ӗҫленӗ. Хучаш шкулӗнчен медальпе вӗренсе тухнӑ Надежда. Унтан Чӑваш патшалӑх университетӗнчи журналистика факультетне ҫул тытнӑ. Практикӑна пирӗн телерадиокомпание ҫӳресе ӑсталӑхне туптанӑ. Алла диплом илсессӗн ӑна тӳрех ӗҫе йышӑннӑ. Телекуравра 25 ҫул ытла ӗҫлесе ҫӗр-ҫӗр сюжет ӳкернӗ, хыпарсен кӑларӑмӗсене ертсе пынӑ, уйрӑм передачӑсем туса куракансем патне ҫитернӗ. Кашни материала тӗрлӗ меслетпе пуянрах, кӑсӑклӑрах тума тӑрӑшнӑ.
Хӑйне шаннӑ кашни ӗҫе вӑл яланах юратса та хавхаланса тӑватчӗ. Ҫак хушӑра республикӑра Надежда Александрова журналист ҫитмен ял-хула та юлман пулӗ. Кирек ӑҫта кайсан та, кирек кампа материал хатӗрлесен те ҫынсемпе часах пӗр чӗлхе тупма пултаратчӗ. Ӗҫтешсем кӑна мар, республикӑра пурӑнакансем те хисепленӗ ӑна. Тӗрлӗ ведомство маттур корреспондентӑн профессири ӑсталӑхне пысӑка хурса хакланӑ, Тав хучӗсемпе чысланӑ. Надежда - Раҫҫей журналисчӗсен Союзӗн пайташӗ. Аслӑ шкулта пӗрле вӗреннисем тантӑшне ырӑпа кӑна аса илчӗҫ.
Надя пирӗншӗн пӗрле ӗҫлекен кӑна мар, ырӑ юлташ, профессири опычӗпе тӗслӗх кӑтартса пыракан ӑстаччӗ. Йӑваш та ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫтешӗмӗр сӑнарӗ яланах пирӗн асра пулӗ. Надежда Александрована юлашки ҫула паян хӑй ҫуралса ӳснӗ - Етӗрне тӑрӑхӗнчи Элешкушкӑнь ялӗнче ӑсатӗҫ.