Вӑл Чӑваш Ен аталанӑвӗнче ӗмӗрлӗхех хӑйӗн ятне ҫырса хӑварнӑ

Семён Ислюков патшалӑх деятелӗ ҫуралнӑранпа кӑҫал 110 ҫул ҫитрӗ. Ҫак пулӑма халалласа Шупашкарта палӑк уҫрӗҫ. Унӑн авторӗ - Владимир Нагорнов скульптор.

Тутарстанри Теччӗ районӗнче ҫуралса ӳснӗ Семён Ислюков ентешӗсемпе ҫывӑх пулса пӗтӗм пурнӑҫне Чӑваш Республикине халалланӑ. 17 ҫул Чӑваш АССР-ӗн Аслӑ Канашӗн Президиумӗн ертӳҫи тата РСФСР-ӑн Аслӑ Канашӗн Президиумӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Виҫӗ теҫетке ҫул Чӑваш Ене ертсе пырса ял-хула аталанӑвӗшӗн тӑрӑшнӑ. Халӑх кун-ҫулӗнче курӑмлӑ ӗҫсемпе асра юлнӑ. Республика ял хуҫалӑхӗнчен пуҫласа индустри аталанӑвӗ таранах пысӑк ӳсӗмсем тунӑ: хӑватлӑ заводсем, ГЭС хута кайнӑ.

Семён Ислюков вӑхӑтӗнче Шупашкарта Чӑваш патшалӑх университетне, филармонипе культура керменӗсем, музейсемпе библиотекӑсем уҫнӑ. Ҫавӑн пекех Чӑваш, вырӑс тата оперӑпа балет театрӗсене хута янӑ. Партипе патшалӑхӑн хисеплӗ ӗҫченӗ 1998-мӗш ҫулччен пурӑннӑ. Ун ячӗпе Шупашкарӑн ҫурҫӗр Хӗвел Анӑҫ районӗнче урам хисепленет. Кунтах, Атӑл хӗрринче, Ислюков скверӗ уҫӑлчӗ. Ун варринче халӗ ҫак мӑнаҫлӑ палӑк вырӑн тупрӗ. Капмар бронза кӳлепене Мускав тӑрӑхӗнче пухса хатӗрленӗ. Авторӗ - Владимир Нагорнов скульптор. Сумлӑ ӳнерҫӗ Семён Ислюкова лайӑх ас тӑвать. Ӑна вӑл ҫамрӑк чухне пысӑк тӗрев панӑ.

Семён Матвеевич пуҫлӑхсемпе кӑна мар, ахаль ҫынсемпе те ҫывӑх пулнине шута илсе палӑк постаментне ҫӳллӗ тӑвас темен скульптор. Ҫавна май Ислюков сӑнарӗ халӑха яланах ҫывӑх пулӗ.

Алексей Енейкин, Сергей Емельянов