Вӑхӑтлӑх вырӑнта та кӑсӑклӑ пулма пӑрахман

Шуршӑлти космонавтика музейӗнче калӑпӑшлӑ реконструкци пырать пулин те, мухтавлӑ Андриян Николаевӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашакансене кунта ҫав-ҫавах кӗтеҫҫӗ. Экспозицие вӑхӑтлӑх юнашар ҫуртра йӗркеленӗ. 

Пӗрре пӑхсан ҫакӑнта космонавтика музейӗ вырнаҫнӑ тесе калама та йывӑр. Вӑхӑтлӑх йӗркеленӗскер кунта яланах пулнӑ пек туйӑнать. Андриян Николаев летчик-космонавтӑн асӑну комплексӗнчи специалистсем ӗҫе яваплӑха туйса тунӑ. Ҫурт ҫине музей ятне вырнаҫтарнисӗр пуҫне, сукмак сарнӑ, чечексем лартнӑ. Тулта ҫеҫ мар, шалта та хӑтлӑх хуҫаланать. 

Пӳлӗмсене музей вӑйӗпе ҫӗнетнӗ. Виҫӗ уйӑх тӑрӑшнӑ экспозицине йӗркелеме. Вӑхӑтлӑх "кил" унчченхинчен ирӗкрех те. "Союз-ТМА" космос карапӗ валли те вырӑн пур кунта. Унччен вӑл урамра тӑнӑ. Планетарий те халӗ пӗр ҫуртрах. 

Уйрӑмах Совет Союзӗн 3-мӗш космонавчӗпе ҫыхӑннӑ япаласем хӑнасене илӗртеҫҫӗ. Пурлӑха ватмасӑр-ҫӗмӗрмесӗр ҫӗнӗ ҫӗре асӑрханса куҫарнӑ. Вӑхӑтлӑх ҫурт пулин те, мухтавлӑ ентешӗн кун ҫулне туллин кӑтартма тӗллев лартнӑ. Кашни кун тенӗ пекех экскурсисем ирттереҫҫӗ, апла пулин те музея ҫӳрекенсен шучӗ чакни туйӑнать, тет мемориал комплексӗн ертӳҫи. 

Ҫӗнӗрен тӑвакан комплекс хӑйне май ӑслӑлӑхпа вӗренӳ центрӗ пулӗ. Ӑна 27-мӗш ҫулта уҫма палӑртаҫҫӗ. Хальлӗхе вара вӑхӑтлӑх музейра хӑнасем Андриян Николаевӑн чӑн япалисене курма пултараҫҫӗ. Ҫӗннинче ытларах вӗсен копийӗсем пулӗҫ, ҫитес ӑрусем валли ҫак пунялӑха сыхласа хӑварас тӗллевпе. 

Вероника Павлова, Вадим Владимиров