Ку тӗнчерен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ ачасемпе учительсен ӳчӗсене тӑванла масарта пытарнӑ, унта 2021-мӗш ҫулта «Хурланакан амӑшӗ» скульптура лартнӑ, шкул пулнӑ вырӑнта вара 1994-мӗш ҫулта «Вӗршӗнсем. Татӑлнӑ вӗҫев» палӑк уҫнӑ. Вӗсен авторӗ – Владимир Нагорнов ӳнерҫӗ. Хӑрушӑ пушартан хӑтӑлса юлнӑ ҫынсем те пур Хуракасси тӑрӑхӗнче. Вӗсенчен пӗри – Аркадий Михайлович Гаврилов. Пушар вырӑнӗнче часовня лартасси шӑпах унӑн пуҫарӑвӗ. Аркадий Михайлович часовня проектне тӳлевсӗр туса панӑ Сергей Лукиянова (халӗ вӑл пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ) ырӑпа аса илчӗ.
Кӗлӗ ҫуртне хӑватлӑ ӗҫсем тӑвакан святой Николай ячӗпе лартнӑ. Ӑна Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ кӗлтуса тасатрӗ. Пушарта ҫунса ҫут тӗнчерен куҫса кайнӑ чунсен ячӗпе ҫак кун 110 ҫурта ҫутрӗҫ.
Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий часовньӑна туса пӗтерсе хута ярасса пурте кӗтни пирки каларӗ, ҫак ӗҫе пуҫарса хастар хутшӑннӑ Аркадий Гаврилова архиерей грамоти парса чысларӗ, укҫа-тенкӗпе тата вӑй хурса пулӑшакансене тав турӗ.
Халӑх умне ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ паракансем те тухса калаҫрӗҫ. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков ҫак вырӑна ҫитме ҫул тума сӗнчӗ. Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов кунта пулса иртнӗ хӑрушӑ инкек манӑҫманни ҫинчен каларӗ.
Вӑхӑт чылай иртнӗ пулин те, хӑрушӑ инкек суранӗ халӑхра тӳрленмен. Халӑх вӑйӗпе туса лартнӑ часовня пушарта ҫунса кайнисемшӗн, малашлӑхшӑн кӗлтума чӗнет.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина