Унта пин ҫул каяллах пирӗн несӗлсем пурӑнни паллӑ

Ҫавах та историллӗ вырӑна халӑхра сахал кам пӗлет. Сӑмах Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Тикеш ялӗ ҫумӗнчи авалхи хулаш пирки пырать. Вырӑнти администраци унта халӗ туристсене илӗртмелли паллӑ вырӑн тӑвас тӗллевлӗ.

Тикешре ҫуралса ӳснӗ Ирина Рубцова ачаран ял ҫумӗнчи историлле вырӑнпа кӑсӑкланнӑ. Ялти уйрӑм ҫынсен хуҫалӑхӗсенче те тахҫан авал пурӑннӑ ҫынсен шӑмми-шаккипе хатӗр-хӗтӗрӗсене тупнине сахал мар илтнӗ вӑл. Ҫавна май Тикеш хулашне тӗпчеме археологсем те килкелесех тӑнӑ. Аваллӑх вырӑнне халалласа ӑсчахсем тӗпчев ӗҫӗсем ҫырнӑ. Ҫапла, Тикеш хулашӗ иртнӗ ӗмӗртенпе республика шайӗнчи археологи палӑкӗ шутланать. Кунта авалхи несӗлсем чӳк тунӑ сӑваплӑ вырӑн теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та халӑхра унӑн ячӗ те Керменчук. Кун пирки тӗпчевҫӗсем те сахал мар ҫырнӑ. 

Хулаш Пӑла юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ май ҫак вырӑн Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне Киевпа ҫыхӑнтарнӑ сӳту-илӳ ҫулӗн пӗр пайӗ пулнӑ теҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Тикеш хулашӗ темле пысӑках мар. Вӑл икӗ гектар лаптӑк ҫинче вырнаҫнӑ. Ҫӳлтен пӑхсан 4 ҫавра евӗр курӑнать. Ҫапла, ӑна тӑшман тапӑнасран хӳтӗленсе варсем чавса тунӑ. Вӗсен таврашне тӗпчесе археологсем тӗрлӗрен ӗҫ хатӗрӗсӗр пуҫне 20 пин ытла керамика пайӗ тупнӑ. 

Сӑваплӑ вырӑнӑн аваллӑхне уҫӑмлатас тӗлӗшпе патӑрьелсем, нумай пулмасть, тӗрлӗ шайри ӑсчахсене те пухнӑ. Специалистсемпе пӗрле Раҫҫей культура министерствине ҫитсе килнӗ. Тикеш хулашӗ патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫсен халӑха тӑван культура пуянлӑхӗпе мӑнаҫланма май паракан сӑваплӑ вырӑн пуласса шанатпӑр. 

Алексей Енейкин