Ун ячӗ ӗмӗрлӗхе ҫӗршыв историйӗнче ҫырӑнса юлӗ

Ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн пирӗн ентеш Евгений Александров "Раҫҫей Геройӗ" ята тивӗҫнӗ. Ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунӑ салтак наградине тӑванӗсене Сывлӑшпа десант ҫарӗсен командующийӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Чубарыкин тата Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пачӗҫ. 

Паттӑрсем ҫапӑҫу хирӗнче ҫуралаҫҫӗ. Ҫӗрпӳ каччи Евгений Александров 2018-мӗш ҫулта салтака кайнӑ. Сывлӑшпа десант ҫарне лекнӗскер шӑпине 217-мӗш гварди полкӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Ятарлӑ ҫар операцине вӑл 2022-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗнче кайнӑ. Унччен Сири Республикинче пулнӑ. Шанчӑклӑ, яваплӑ, тӑван ҫӗршыва чунтан юратнӑ. Евгений пурнӑҫӗ 2023-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 20 - мӗшӗнче татӑлнӑ. Салтаксен умне Берховски шыв управӑшӗ тӑрӑхӗнчи Украина ҫарӗсен пункчӗсене ярса илме тӗллев лартнӑ. Командир аманнӑ хыҫҫӑн Александров гварди сержанчӗ ушкӑна ҫапӑҫӑва ертсе каяссине хӑй ҫине илнӗ. Ҫакӑ тӑшмана ҫапса аркатса ҫар операцине ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама май панине палӑртрӗ Сергей Чубарыкин генерал-майор. Ку ҫапӑҫу 24 ҫулти Евгенийшӑн юлашки пулнӑ. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн вӑл "Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ. "Ылтӑн ҫӑлтӑрпа" "Раҫҫей Президенчӗн Хисеп Грамотине" ашшӗпе-амӑшӗ илчӗҫ. 

- Пирӗн ывӑл ҫак ӗҫе хӑй суйларӗ. Вӑл тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи пулма ӗмӗтленетчӗ. Унӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланчӗ. Тав унӑн ятне манманшӑн, - терӗ Сергей Николаевич. Мария йӑмӑкӗ вара пиччӗшне халалласа чуна витерекен сӑвӑ йӗркисем вуларӗ. 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паттӑр ывӑл ҫитӗнтернӗшӗн ашшӗ-амӑшне тав турӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра шкулпа урама Раҫҫей Геройӗ Евгений Александров ятне парассине пӗлтерчӗ. 

 

Екатерина Фомина, Юрий Марков