Тӑвай тӑрӑхӗнче Дометиан иеромонаха асӑнса унӑн вил тӑприне тирпейлерӗҫ

Паян - Пукрав. Туррӑн таса амӑшӗ хӑйӗн хӳтти айӗнче витсе тӑнине ӗненсе православи халӑхӗ чиркӳре кӗлле кӗрет. Уяв умӗн ваттисене асӑнмалли кун пулчӗ. Тӑвай тӑрӑхӗнчи Кӗрше ялӗнче вара Дометиан иеромонаха асӑнса унӑн вил тӑпри таврашне тирпейлерӗҫ.

Турра ӗненекенсене хӗсӗрленӗ тапхӑрта пӗр айӑпсӑр 17 ҫул ссылкӑра пулнӑ Дометий Миллин, ватлӑхра монаха тухса Дометиан ят илнӗ священник Кӗрше чиркӗвне ҫӳрекенсемшӗн яланах пысӑк хисепре пулнӑ. Улатӑр тӑрӑхӗнчи Алтышево чиркӗвӗнче ӗҫленӗ хыҫҫӑн чылай ҫул, мӗн виличчен кунта пурӑннӑ вӑл. Дометий атте ирттерекен кӗлӗсене ентешсем тӗрлӗ тӑрӑхран, Чӑваш Енрен ҫеҫ мар, ытти регионсенчен те килме тӑрӑшнӑ. Нумай ҫынна вӑл кӗл туса тата Турӑш хӑвачӗпе усал сывлӑшран тасатнӑ, чирӗсенчен сывалма пулӑшнӑ. Туррӑн тивлетне туйса усала ҫӗнтерме пултарнӑ иеромонах ку тӗнчерен кайсан та хӑват кӑтартма чарӑнман. Вилсен тепӗр 27 ҫултан унӑн ӳтне масартан чавса кӑларса чиркӳ алтарӗ умӗнчи склепра вырнаҫтарнӑ. Совет самани иртсен каялла сӑваплӑ вырӑна таврӑнассине вӑл пурӑннӑ чухнех каласа хӑварнӑ. Ҫапла, унӑн халӗ икӗ вил тӑпри вырӑнӗ. Иеромонаха асӑнакансем унӑн чиркӳ картишӗнчи склепӗ патне те, масарти тӑпри ҫине те килсе ҫӳреҫҫӗ. 2011-мӗш ҫулта хускатнӑ вил тӑприне тирпейре тытма тӑрӑшаҫҫӗ.

Алексей Енейкин