Тӑван пиччӗшӗшӗн тӑшмана тавӑрма фронта тухса кайнӑ

Аслӑ ҫӗнтерӗвӗн юбилейлӑ ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пынӑ май хамӑр кӑларӑмсенче ытларах та ытларах ветерана кӑтартма тӑрӑшатпӑр. Хӑшӗ-пӗринпе сире пуҫласа паллаштаратпӑр. Ҫакӑн пек салтаксенчен пӗри Йӑлӑмри Сосновкӑра пурӑнакан Муллахази Закиров

Муллахази Закирович авӑн уйӑхӗнче 101 ҫул тултарчӗ. Нумай ҫул вӑл Йӑлӑмра пурӑнать. Кунтах 74 ҫулччен ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Ачалӑхӗ вара унӑн Тутарстанра иртнӗ. Ветеран нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ӳснӗ. Чи кӗҫӗнни, 9-мӗш ача пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансанах унӑн пиччӗшӗ фронта тухса кайнӑ. 42-мӗш ҫулта вӑл Сталинград ҫывӑхӗнче пуҫ хунӑ. Муллахази вӑл вӑхӑтра Хусанти авиаци заводӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑрҫӑран ҫӑлса хӑваракан бронь пулнине пӑхмасӑр тӑван пиччӗшӗшӗн тӑшмана тавӑрма фронта тухса кайнӑ. Ун чухне Муллахази 18 ҫулта пулнӑ. Салтаксене малтанах мотострелоксен полкне янӑ. 

Унтан вӗсем Курск ҫывӑхӗнчи хаяр ҫапӑҫусене лекнӗ. 43-мӗш ҫулхи утӑ уйӑхӗнче унта майсӑр хӑрушӑ пулнӑ. Ҫамрӑксене кӑштах хатӗрленме те вӑхӑт паман, тӳрех ҫапӑҫӑва кӗртсе янӑ. Ҫумра чупса пыракансем ҫавӑнтах ӳксе выртса юлатчӗҫ, тет ветеран. 

Пӗр ҫапӑҫура Муллахази те вилесле йывӑр аманнӑ. Тӑна кӗрсен вӑл ура ҫине тӑма хӑтланнӑ, анчах та май килмен. Салтак уринчен ҫеҫ мар, ҫурӑмран та суранланнӑ пулнӑ. Ҫывӑхра ҫурӑлса сирпӗннӗ снаряд ванчӑкӗсем унӑн ҫан-ҫурӑмӗ ҫинче ӗмӗрлӗх тарӑн йӗр хӑварнӑ. Вӑл хӑрушӑ кун ҫумӗнчен иртекен санитарсем те ӑна пӗрех вилет тесе ҫапӑҫу хирӗнчех хӑварасшӑн пулнӑ. Ҫавах та, телейӗ ун енчех пулнӑ. Тутар каччине Калугӑна илсе кайса операци тунӑ. Унтан вӑл чылайччен госпитальте сипленнӗ, Махачкалара реабилитаци тухнӑ, каялла Хусана ҫитнӗ. Унта вӑл тепӗр хут аллине повестка илнӗ. Ҫапла вӑл малтан Кутаисине, унтан Украинӑри Житомир облаҫне лекнӗ. Телее, унтах вӑл Ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе илнӗ. Килне салтак 46-мӗш ҫулта таврӑннӑ. Унтан вӑл Чӑваш Ене качча килнӗ аппӑшӗ хыҫҫӑн Сосновкӑна ҫитнӗ. Кунтах ӗҫе вырнаҫнӑ, ҫемье ҫавӑрнӑ. Чылай ҫул йывӑҫ заводӗнче вӑй хунӑ. Мӑшӑрӗпе ҫур ӗмӗр пӗрле пурӑнса виҫӗ ача ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ 101 ҫулти ветеранӑн 4 мӑнукпа 3 кӗҫӗн мӑнукӗ пур. Ачисем ӑна лайӑх пӑхаҫҫӗ, юратса, хисеплесе пурӑнаҫҫӗ. 

Алексей Енейкин, Наталия Егорова