Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ 27 миллион ҫын ячӗпе - 27 миллион йывӑҫ

Чӑваш Ен ҫӗршыв Президенчӗн пуҫарӑвӗпе Раҫҫейӗпе ҫулсерен иртекен "Астӑвӑм сачӗ" проекта хутшӑнать. Паянхи кун тӗлне унпа килӗшӳллӗн 500 пин ытла хунав лартнӑ. Хальхинче астӑвӑм акцийӗ Шупашкар округӗнчи Ишекре иртрӗ. 

Кашни ҫул Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ешӗл палӑксем Раҫҫейри мӗн-пур регионта вӑй илеҫҫӗ. Акцие пуҫарнӑранпа тӗнчери 80 ытла ҫӗршыв ҫынни ырӑ ӗҫе хутшӑннӑ. Чӑваш Ен проекта 2020-мӗш ҫулта кӗнӗ. Регион ертӳҫи Олег Николаев палӑртна тӑрӑх, ҫак хушӑра пӗрлехи вӑйпа 560 пин тӗп йывӑҫ лартнӑ.

Патриотизм акцине хутшӑнас текенсем яланах йышлӑ. Ку вӑл несӗлсен паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫ тайни те, республикӑн вӑрман фондне упраса хӑварса аталантарни те. Ишек ялӗшӗн ку вырӑн уйрӑм  пӗлтӗрӗшлӗ. Кунта ӗмӗрсем хушши хӑйӗн сиплӗ шывӗпе илӗртекен ҫӑл тапса тӑрать. 2 ҫул каялла ун таврашне тирпей-илем кӳнӗ, кану вырӑнӗ йӗркеленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тата ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунисене халалласа палӑк лартнӑ.  Парка "Астӑвӑм ҫӑлкуҫӗ" ят панӑ.

Ялта пурӑнакансем хушшинче ҫав кӗтнӗ куна - 1945-мӗшӗнчи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшне астӑвакансем паян та пур. Михаил Николаевич Миронов ун чухне 4 ҫулта пулнӑ.

Йывӑҫ лартма ватти-вӗтти тухнӑ, сумлӑ хӑнасем килнӗ.  Кунтах вырӑнти халӑх вӑрҫӑ тата мирлӗ пурнӑҫ вӑхӑтӗнчи сценкӑсем кӑтартрӗ. Йӑла тӑрӑх, кашниех ҫӑлкуҫӑн сиплӗ шывне тутанчӗ. Тӑван ҫӗр тӑнӑҫлӑхӗшӗн пурнӑҫне хӗрхенменнисен ячӗсене ҫак лапамра симӗс туйӑсем упрӗҫ.

Алиса Александрова, Наталья Егорова, Денис Афанасьев