Ветерансен ассоциацийӗнче паянхи кун 170 ытла ҫын. Вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑннӑскерсем халӗ ыттисене тӗрев параҫҫӗ. Тӗллевӗ - салтаксене мирлӗ пурнӑҫа хӑнӑхма, вӗсен прависене хӳтӗлеме пулӑшасси, ҫамрӑксене патриотла воспитани парасси.
Ассоциаци пуҫарӑвӗпе тӗрлӗ проект пурнӑҫланать. Вӗсенчен пӗри культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗн грантне тивӗҫнӗ. "Тӑван ҫӗршыв сассисем" ятлӑ проектпа килӗшӳллӗн ветерансем ятарлӑ ҫар операци паттӑрӗсен аса илӗвӗсен цифрӑллӑ архивне йӗркелеҫҫӗ. Интервьюсене Наци музейӗн "Родина за нами" курав лапамӗнче ҫыртарнӑ.
Видеоархива чӑвашла тата вырӑсла хатӗрлеҫҫӗ. Унӑн хӑтлавӗ ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулать. Чӑваш Ен ҫакнашкал гранта пурнӑҫа кӗртекен пӗрремӗш регион. Ҫак ӗҫпе ытти тӑрӑхри ветерансен пӗрлешӗвӗсем те кӑсӑкланаҫҫӗ, пирӗн опытпа паллашаҫҫӗ, - пӗлтерчӗ ассоциаци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Артемий Репкин.
Чӑваш Енри салтак ҫемйисен комитечӗн ӗҫӗ пирки унӑн ертӳҫи Ольга Владимирова каласа пачӗ. Хастарсем Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисемпе, тӑванӗсемпе тачӑ ҫыхӑнура. Вӗсен чун хавалне ҫӗклеме "Герой ҫемйи", "Только позывные", "Пулӑшу кутамкки" проектсем, ыр кӑмӑллӑх акцийӗсем пуҫарнӑ. Салтак амӑшӗсене мӑнастирсене илсе ҫӳрессине те йӗркеленӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ветерансен ассоциацийӗпе салтак ҫемйисен комитечӗ пысӑк ӗҫ тунине палӑртрӗ. Вӗсене пур енлӗн пулӑшса пырасса пӗлтерчӗ.
Екатерина Фомина, Борис Андреев








