Пĕтĕм тĕнчипе хисеплекен святой Николай аттен çĕрмен ÿчĕн пайне утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти Введени чиркĕвĕнче кĕтсе илнĕ хыççăн Турра ĕненекенсем ир пуçласа каçчен сăваплă япала умĕнче пуç тайса кĕлтума çÿрерĕç.
Утă уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче вара святойăн çĕрмен ÿчĕн пайĕ Çĕнĕ Шупашкарта, Петербургри телейлĕ Ксения ячĕпе лартнă чиркÿре пулчĕ. Ытларикун каçпа таса япалана ăсатма кунта халăх йышлă пухăнчĕ. Чăн тĕнпе пурăнакансем Николай аттемĕрĕн çĕрмен ÿтне пирĕн пата илсе килме май тупнăшăн Шупашкар тата Чăваш митрополийĕн пуçлăхне Савватий митрополита чунтан тав тăваççĕ.
Çак кунсенче çĕрмен ÿте хунă сăваплă арча умĕнче пурĕ 25 пин çын ытла пуççапса кĕлтурĕ. Çывăх вăхăтра Шупашкарти Введени чиркĕвне Тримифунтри Спиридон святойăн çĕрмен ÿтне илсе килме палăртнă.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина








