Совет ҫарӗн Германири ушкӑнӗнче пулнӑ салтаксен йышӗ те майпен-майпен сайралсах пырать. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнах унта юлнисем паянхи куна пиртен уйрӑлса кайрӗҫ тесен те юрать. Ҫавах та тӗрлӗ ӳсӗмри салтаксен ушкӑнӗ тӗреклӗ-ха. Уяв кунӗсенче вӗсем пӗр-пӗринпе тӗл пулсах тӑраҫҫӗ. Пулни-иртнине аса илсе тӑван ҫӗршывпа хӗпӗртеҫҫӗ.
Ҫапла, вӑрҫӑ хыҫҫӑн та Совет союзӗн салтакӗсем ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа Германири лару-тӑрӑва асӑрхаса тӑнӑ. Ҫӗршыври 777 ытла хулара, ҫавӑн пекех, Венгрипе Чехословакире, Польшӑра хӗсметре тӑнӑ.
Германири Совет ҫарне ҫӗршыва парӑннӑ ӑслӑ-тӑнлӑ салтаксене ҫеҫ илнӗ. Чӑваш Енрен ҫак йыша 108 пин ытла салтак кӗме тивӗҫ пулнӑ. Ҫӗршывӗпе илсен вара, вӗсен йышӗ 8 миллион та 500 пин ҫынпа танлашнӑ. Вӗсенчен 27 пинӗ Германирех ӗмӗрхи канлӗхне тупнӑ. Ҫапла майпа салтаксем ют патшалӑхсенчи тӗрлӗрен пӑтӑрмаха сирсе 49 ҫул хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ. 1994-мӗш ҫулта совет салтакӗсене Германирен кӑларма йышӑннӑ.
Аслӑ ӳсӗме куҫса пыракан салаксем халӗ те тӗрлӗ ӗҫре хастар. Патриотла ӗҫ-пуҫа хутшӑннипе пӗрлех хӑйсен ҫарти пурнӑҫне аса илсе ветерансем кӗнекесем те кӑлараҫҫӗ.
Германири Совет ҫарӗн ветеранӗсен Чӑваш Енри уйрӑмӗнче халӗ 1700 ытла ҫын. Салтаксем тӗрлӗ ял-хулари 22 ушкӑна пайланса ӗҫлеҫҫӗ. Уяв кунӗ хастарсем тав хучӗсемпе тӗрлӗрен наградӑна, Германири Совет ҫарне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медале тивӗҫрӗҫ. Алексей Енейкин