Пушарнӑйсемпе йӗрке хуралҫисем, медиксемпе ветеринарсем, ҫӑлавҫӑсем - Пӑр керменӗ умӗнчи тӳреме хӑрушсӑрлӑхшӑн яваплӑ мӗнпур служба пуҫтарӑннӑ. Чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва тӗп тума кашнин хатӗр тӑмалла. Вӗренӳ ирттернӗ май республикӑра ҫак ӗҫре усӑ куракан ятарлӑ техникӑна пахаларӗҫ. Муркашри 37-мӗш пушар чаҫӗнче ӗҫлекенсем хӑйсене "пулӑшаканӗпе" кӑмӑллӑ.
Республикӑри шыравпа ҫӑлав службин техника паркӗ те пуянлансах пырать. Ҫакӑ инкеке лекнӗ ҫынсене вӑхӑтра пулӑшу кӳме май парать. Халӗ ҫӑлавҫӑсем хӗллехи тапхӑра хатӗрленеҫҫӗ.
Куравра 14 аварипе ҫӑлав службин ӗҫне хак пачӗҫ. Чрезвычайлӑ лару-тӑру вӑхӑтӗнче культура пуянлӑхне, выльӑхсене, ӳсен-тӑрансене хӳтӗлекен службӑсем те сыхӑ тӑраҫҫӗ. - Хӑрушӑ чирсене хирӗҫ кӗрешме кирлӗ япаласем пирӗн пурте пур, - теҫҫӗ ветеринарсем. Куҫса ҫӳрекен пост карантин вӑхӑтӗнче уйрӑмах меллӗ. Унта ӗҫлеме те, пурӑнма та пулать. Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн Чӑваш Енри филиалӗн специалисчӗсем ӳсен-тӑрансене хӳтӗлессишӗн яваплӑ.
Гражданла хӳтӗлев енӗпе иртекен командӑпа штаб вӗренӗвӗ икӗ куна пычӗ. Халӑха хӑрушлӑх пирки пӗлтермелли тытӑм мӗнле ӗҫленине тӗрӗсленисӗр пуҫне ятарлӑ службӑсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Сценари тӑрӑх вӗсен радиаци сиенне пӗтермелле пулчӗ. Унпа вараланнӑ ҫуртсене, ҫулсене, техникӑна ятарлӑ хутӑшпа тасатрӗҫ. Ҫӑлавҫӑсен хӑйсене те хӳтӗленме пӗлмелле.
Раҫҫей Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Донцов вӗренӳ пысӑк шайра иртнине палӑртрӗ. Пур служба та хӑйсен тивӗҫне пӗлсе, йӗркене пӑхӑнса ӗҫлерӗ, - терӗ вӑл.
Екатерина Фомина, Святослав Петров