Малтанах пӑр айӗнчи лару-тӑрӑва камерӑпа хак параҫҫӗ. Унтан тин ҫӑлавҫӑ шыва анать. Тренировка сценарийӗпе килӗшӳллӗн инкеке шурӑ тӗслӗ машин лекнӗ, шалта ҫын пур. Ӑна шыраса тупса пулӑшу кӳмелле. Ҫӑлавҫӑсен ку енӗпе опыт пысӑк. Ҫавӑнпа вӑхӑта сая ямасӑр хӑвӑрт та пӗлсе ӗҫлеҫҫӗ. Ӗҫ-пуҫа ҫыранран тимлекенсем шыв тӗпне тӗпчекенпе пӗрмай ҫыхӑнура. Кирлӗ пулсан тепӗр ҫӑлавҫӑ пулӑшма анать. Мари республикинчи аварипе ҫӑлав службинче 18 ҫул ытла тӑракан Павел Панфилов палӑртнӑ тӑрӑх, хальхинче вӗренӳри тӗллев патне ҫитме йывӑрах пулман. Шыв тӑрӑ, температура хӑтлӑ, техника ӑшӗнче мӗн пуррине ҫӑмӑллӑнах курма пулать. Машинри манекена часах ҫиеле илсе тухнӑ вӑл.
Атӑл ҫинче 2 лапам йӗркеленӗ. Пӗринче инкеке лекнисене пулӑшаҫҫӗ. Тепринче шыв тӗпне анса тимӗр пӑрӑхсене, ытти материала касассипе ӑсталӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫак хӑнӑху та яваплӑ службӑра тӑракансемшӗн пӗлтерӗшлӗ.
Хальхинче Шупашкарта пулнӑ ӗҫ-пуҫа кӳршӗ регионти 15 ҫынран тӑракан ушкӑн хутшӑнчӗ, хамӑр ҫӑлавҫӑсем -12-ӗн. Пӗрлехи тепӗр тренировка Мари республикинче иртӗ. Ун чухне специалистсем сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта, ҫӗр хӑвӑлӗнче инкеке лекнӗ ҫынсене ҫӑлас ӑсталӑха вӗренӳпе ҫирӗплетӗҫ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов