Шупашкарти "Салют" культура керменӗнче япӑх е пачах илтмен хӗрсен илемлӗх конкурсӗ иртрӗ

Пысӑк сцена ҫине тухни ҫак хӗрсемшӗн калама ҫук пӗлтерӗшлӗ самант. Ыттисенчен нимпе те кая мар пулнине туйма, хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма май паракан конкурса 12 ҫултан пуҫласа 17 ҫула ҫитнӗ пилӗк маттур пике хутшӑнчӗ. 

Конкурса хутшӑнакансен виҫӗ ӗҫ пурнӑҫламалла пулчӗ. Малтанах "дефиле" иртрӗ. Унтан кашниех хӑйӗнпе видеороликра паллаштарчӗ. Пултарулӑхне юрӑ-ташӑра та уҫса пачӗҫ. Ӑмӑртӑвӑн кашни тапхӑрӗнче хӗрсене вӗрентекенсемпе юлташӗсем тата ашшӗ-амӑшӗ хавхалантарса тӑчӗ. Кунта чи пахи ҫӗнтерни мар - хутшӑнни. - Пирӗн тӗп тӗллев - инвалид ҫамрӑксене хавхалантарасси, пултарулӑхне уҫма, ҫӗнӗ-тус юлташ тупма пулӑшасси, - теҫҫӗ тупӑшӑва йӗркелекенсем. Конкурса хутшӑнакан чиперккесем ыттисемшӗн те тӗслӗх. Ниме пӑхмасӑр вӗсем хӑйсен ӗмӗчӗсем патне утаҫҫӗ. "Мисс Тихая Чувашия" ята хавшак сывлӑхлӑ ачасен Шупашкарти 3-мӗш шкулӗнче вӗренекен Анна Николаева тивӗҫрӗ.

Ксения Потапова, Святослав Петров.