Шупашкарта "Тӗнче касса тӑван патне хӑнана" документлӑ фильмӑн хӑтлавӗ иртрӗ

Ӑна пирӗн ӗҫтеш, Чӑваш патшалӑх телерадиокомпани корреспонденчӗ Алексей Енейкин ӳкернӗ. Иртнӗ ҫул вӑл пиртен чи аякра вырнаҫнӑ Ҫӗнӗ Зеланди ҫӗршывӗнче пулса курнӑ. Ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче пысӑк фильм ӳкерме пултарнӑ. Кинорежиссер камерине Зеланди ҫеҫ мар, Китай, Австрали, Сингапур тата Филиппины ҫӗршывӗсем кӗнӗ.

Алексей Енейкин Раҫҫей тӑрӑх ҫеҫ мар, ытти ҫӗршывсенче те сахал мар ҫулҫӳревре пулнӑ. Вӗсенче тӗрлӗрен фильмсемпе передачӑсем ӳкернӗ. Халӗ ӑна Чӑваш журналистикин Колумбӗ теме те юрать. Иртнӗ ҫул вӑл чи аякри Ҫӗнӗ Зеланди ҫӗршывне ҫитнӗ. Унта ӑна Геннадий Волков ентеш ҫыравҫӑ хӑнана чӗннӗ. Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗскер чи аякри ҫӗршывра 30 ҫул пурӑнать. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан вӑл ҫырма пуҫланӑ. Малтанах ҫамрӑклӑхне аса илсе "Мой дом СССР", унтан тӑван халӑхӑн аваллӑхӗпе кӑсӑкланса "Сувары" тата "Сувары 2" кӗнекесем кӑларнӑ. Ҫуллахи вӑхӑтра Геннадий Петрович яланах Чӑваш Енре пурӑнать. Ҫапла вӑл тӑван чӗлхепе ӳкернӗ фильм хӑтлавӗнче те пулчӗ.

Геннадий Волков патӗнче Алексей пӗр уйӑх пурӑннӑ. Ҫав тапхӑрта аякри ҫӗршывпа паллашса документлӑ фильм ӳкернӗ.

Фильмӑн ытларах пайне Ҫӗнӗ Зеландин куҫа тыткӑнлакан илемлӗ те хӑйнеевӗрлӗ уйрӑмлӑхӗсене халалланӑ. Сӑмах май, кунта "Властелин колец" трилогипе "Хоббит" произведенийӗсем тӑрӑх тӗнчипех паллӑ фильмсем ӳкернӗ. Полинези тӑрӑхӗнче ӳсен-тӑранпа чӗрчунсен тӗнчи те асамлӑ юмаха аса илтереҫҫӗ. 

Инҫе ҫулҫӳревре Алексей Енейкин чылай тӗлӗнтермӗш тӗл пулнӑ. Хӑй мӗн курнине фильм урлӑ сӑнарлӑ майпа куракан патне ҫитерме пултарнӑ.

Елена Дмитриева, Виктор Чугаров