Кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут пулакан форума Национальноҫсен ӗҫӗсен федераци агентстви республика правительствин пулӑшӑвӗпе йӗркелет. Республикӑра тӗрлӗ халӑх ҫыннисем туслӑхпа килӗшӳре пурӑнччӑр тесе нумай ӗҫ тунине палӑртрӗ Олег Николаев.
Форумӑн тӗп тӗллевӗ - ҫӗршывра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх культурине, йӑли-йӗркине аталантарма майсем туса парасси, вӗсемпе ытларах ҫынна паллаштарасси.
Икӗ куна пынӑ форумӑн программи анлӑ пулчӗ. Кунта хутшӑнакансем валли лекцисемпе ӑсталӑх урокӗсем иртрӗҫ. Вӗсенче хальхи вӑхӑтра наци туслӑхӗн темине социаллӑ тетелсемпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче мӗнле ҫутатмаллине сӳтсе яврӗҫ.
"Нумай нациллӗ Раҫҫей" ятпа иртнӗ уяв патшалӑх ялавӗн кунне халалласа йӗркеленӗ патриотла акципе вӗҫленчӗ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов