Шупашкарта картишсене хӑтлӑлатас ӗҫ малалла пырать

Ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн паянхи куна Менжински, Тургенев тата Плеханов урамӗсенчи лаптӑксене тирпей-илем кӗртсе пӗтернӗ. Ҫитес вӑхӑтра вара Университет урамӗнчи 20-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗн картишне юсама тытӑнӗҫ.

Ӗҫе тытӑниччен ятарлӑ комисси вырӑна ҫитсе канашлу ирттерчӗ. Университет урамӗнчи 20-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче 193 хваттер. Вӗсенче 600-ре яхӑн ҫын пурӑнать. Ку лаптӑкра 700 ытла тӑваткал метр ҫул, 500 тӑваткал метр тротуар юсамалла. Унсӑр пуҫне хушма ӗҫсем те пур.

"Ҫӳп-ҫап контейнерӗ кунта лармалла мар. Юнашар ҫутӑ юпи, ӑпӑр-тапӑра турттарса тухакан машина та кӗме меллӗ мар", - палӑртрӗҫ комисси пайташӗсем. Картише хӑтлӑх кӳнӗ чухне ҫакна шута илӗҫ, савӑта урӑх вырӑна куҫарса лартӗҫ. Ӗҫсене тума пӗтӗмпе 3 миллион ҫурӑ тенкӗ пӑхса хунӑ. Ахазов урамӗнчи 1-мӗшпе 3-мӗш ҫурт картишӗсенче вара ҫулсем те, тротуарсем та лайӑх. Анчах та кунта ҫутӑ ҫитмест. Ҫитес вӑхӑтра ҫак ыйтӑва татса парӗҫ.

Кӑҫал тӗп хулара пурӗ 16 пин те 500 ҫын пурӑнакан ҫурт картишӗсенчи ҫутӑ тытӑмне ҫӗнетӗҫ. Ҫак тӗллевпе 17 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.

Диана Иванова, Вадим Владимиров