Калинин кӗперне 1963-мӗш ҫултанпа пӗрре те тӗпрен ҫӗнетмен. Каҫӑ тӑршшӗ - 114 метр. Юсав ирттерме 313 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Халӗ кунта ӗҫ вӗҫленсе пырать. Кивӗ пайсене сӳтнӗ, тӗревсене ҫирӗплетнӗ, гидроизоляци тытӑмне улӑштарнӑ. Специалистсем карлӑксем лартаҫҫӗ, асфальтӑн пӗрремӗш сийне хума хатӗрленеҫҫӗ.
Мускав кӗперне ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн 2018-мӗш ҫулта хута янӑ. 8 ҫулта ҫул сийӗ самай япӑхланнӑ. Ҫавна май каҫӑна юсама йышӑннӑ. Ҫакна валли 130 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Паянхи куна сылтӑм енче ӗҫ пӗтнӗ, транспорт ҫулне уҫнӑ. Халӗ кӗперӗн сулахай енче ӗҫ вӗрет. Рабочисем ҫӗнӗ асфальт валли никӗс хатӗрлеҫҫӗ. Объектра ӗҫлекенсемпе техника шутне те ӳстернӗ. Ҫанталӑк аван тӑнӑ чухне пӗр саманта та сая ярасшӑн мар. Подрядчик сӑмахӗпе графикрен юлмаҫҫӗ. Ӗҫ мӗнле пынине хула депутачӗсем Обществӑлла палата пайташӗсемпе пӗрле хак пачӗҫ.
Кӗперсене юсанипе пӗрлех хулара ҫулсене те йӗркене кӗртеҫҫӗ. "Благовещенски" микрорайонта ҫӗннине тӑваҫҫӗ. Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче те тахҫантанпа кӗтнӗ улшӑнусем пулса иртнӗ. Ҫавӑн пекех уйрӑм кил хуҫалӑхӗсем вырнаҫнӑ 9 урама йӗркене кӗртнӗ. Халӗ строительсем Керамзит тӑкӑрлӑкӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Обществӑлла хастарсем ӗҫ епле пынине "Хӑрушлӑхсӑр ҫулсем" тата "Халӑх тӗрӗслевӗ" парти проекчӗсемпе килӗшӳллӗн тимлесе тӑраҫҫӗ.
Алиса Александрова, Александр Никифоров.








