Паянхи куна республикӑри тӑлӑх ачасен 95 процентне усрава илнӗ. Ҫапла вӗсем ҫемье ӑшшине туйса ҫитӗнеҫҫӗ. Форумӑн тӗп тӗллевӗ - пӗр-пӗрин опычӗпе паллашасси, пултарулӑх конкурсӗнче мала тухнисене чысласси. Патӑрьелти Николаевсем 5 ачи ҫитӗнсе килтен тухса кайсан тепӗр икӗ ача усрава илнӗ. Кӗҫӗнни Кирилл ӳкерме кӑмӑллать. Ҫавна пулах Николаевсен ҫемйи "Килти Эрмитаж" номинацире ҫӗнтернӗ.
Форум шучӗпе ҫавӑн пекех "Ҫемье вучахӗ" конкурс йӗркеленӗ. Ҫулсерен унта хутшӑнакан нумайлансах пырать. Ҫакӑ пултаруллӑ та хастар йыш сахал мар пулнине ҫирӗплетет. Конкурсра палӑрнисен йышӗнче Комсомольски тӑрӑхӗнчи Волковсем те пулчӗҫ.
Ҫӗршывра 2018-2027-мӗш ҫулсем ачалӑх вунӑҫуллӑхӗ ятпа иртеҫҫӗ. Ҫавна май ачасене хӳтӗлес ыйтӑва пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Чӑваш Енре те тӑлӑх тата ашшӗ-амӑш хӳттисӗр юлнисен прависем тӗп вырӑнта. Паянхи куна республикӑра пӗр пин те 63 ҫемьере усрава илнӗ 2 пин ытла ача пурӑнать. Вӗсене тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтересси - пархатарлӑ ӗҫ.
Оксана Верликова, Наталья Егорова, Святослав Петров