Ҫӗмӗрле – ҫамрӑк хула, унта 28 пин ытла ҫын пурӑнать. Малтан кунта чиркӳсем пулман, ҫавӑнпа та Турра ӗненекенсен ытти хуласемпе ялсенчи чиркӳсене ҫӳремелле пулнӑ. Самана улшӑнсан, 1988 ҫулта хулара Сароври Серафим ячӗпе кӗлӗ ҫурчӗ уҫнӑ, ҫав ҫулах чиркӳ тума пуҫланӑ, каярахпа ҫак ӗҫе вӗҫне ҫитернӗ. Апла пулин те чӑн тӗнпе пурӑнакан халӑхшӑн пӗр чиркӳ ҫителӗксӗр пулнӑ.
Ҫавӑнпа 2009 ҫулта хула варринче ҫӗнӗ чиркӳ тума пуҫласан Турра ӗненекенсем ку хыпара хӗпӗртесе йышӑннӑ, пархатарлӑ ӗҫе хаваспах хутшӑннӑ, укҫа-тенкӗпе пулӑшакансем хайсен сумлӑ тӳпине хывнӑ. Чиркӳ настоятелӗ Дмитрий Нестеренко протоиерей ертсе пынипе Турӑ ҫурчӗ ҫулран ҫул ҫӗкленсе ҫӳлелле кармашнӑ. Халӑх вӑйӗпе ҫӗклекен ҫӗнӗ чиркӳ тинех хайӗн алӑкне уҫрӗ. Хула ҫыннисем тата таврари ялсенче пурӑнакансем ҫак чаплӑ пулӑма 15 ҫул ытла кӗтнӗ.
Литурги кӗллине Шупашкарти арҫынсен Виҫ ипостаҫлӗ Таса Турӑ ячӗпе лартнӑ мӑнастирӗн наместникӗ Василий (Паскье) архимандрит ертсе пычӗ, ӑна Шупашкар епархийӗн священникӗсем пулӑшса пычӗҫ. Кӗлӗ вӑхӑтӗнче Ольга Крейтор ертсе пыракан чиркӳ хорӗ юрларӗ. Чиркӳре халӑх йышлӑ пулчӗ, шала вырнаҫайманнисем картишӗнче тӑчӗҫ. Чиркӳ тулашӗнче сасӑ илтӗнмелли хатӗрсем вырнаҫтарнӑран урамри ҫынсем те кӗлле хутшӑнма пултарчӗҫ. Литурги вӑхӑтӗнче священниксем Сӑваплӑ Раҫҫейшӗн Турра тархасларӗҫ. Дмитрий Нестеренко протоиерей чиркӗве килнисен умӗнче вӗрентсе сӑмах тухса каларӗ. Ҫак кун чылайӑшӗ Туррӑн Ӳчӗпе Юнне ӑша илчӗ.
Литурги вӗҫленсен Турӑ ҫинчен вӗрентекен святой Иоанн апостола мухтаса пурте пӗрле кӗлӗ турӗҫ, ун хыҫҫӑн хӗрессем йӑтса чиркӳ тавра утса ҫаврӑнчӗҫ.
Кӗлӗ хыҫҫӑн Турра ӗненекенсен умне Василий (Паскье) архимандрит тата округ благочиннӑйӗ Владимир Ильин протоиерей тухса калаҫрӗҫ. Чиркӳ настоятелӗ Дмитрий Нестеренко протоиерей пурне те уявпа саламларӗ, чиркӗве тума тата ӑна уҫма пулӑшакансене тав туса Хисеп хучӗсем парса чысларӗ. Паллах, ҫак чиркӗве шал енчен тата тулашӗнчен илемлетме татах та нумай вӑй хумалла. Хула ҫыннисем, таврари ялсенче пурӑнакансем, ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ паракансем тӑрӑшсан ку ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра вӗҫне ҫитереҫҫех.
Роза Деменцова, Алексей Енейкин