Сӗнтӗрвӑрринче ача-пӑча юхӑмӗн фестивалӗпе ҫуллахи ырӑ кунсем пуҫланнине паллӑ турӗҫ

"Пӗрремӗшсен юхӑмӗ. Ҫамрӑклӑхпа ачалӑх фестивалӗ". Чӑваш Енри 500 ытла ача Сӗнтӗрвӑрринче тӗл пулчӗҫ. Культура лапамӗнче ӑсталӑх урокӗсен, лектори палаткисем ӗҫлерӗҫ. Хастар вӗренекенсемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ. 

Пултарулӑхран спорт таран. Фестивальте юхӑмӑн 6 лапамӗ ӗҫлерӗ. "Пӗрлӗх - пултарулӑхра" ят панӑ кӗтесре, сӑмахран, шоперсем сӑрласа илемлетме, ҫуртасем тума вӗрентнӗ. Волонтерсем, шырав отрячӗсен хастарӗсем, ҫӑлавҫӑсемпе "ВОИН" центрти инструкторсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ. Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин специалисчӗсен лапамӗнчен те ахаль иртме ҫук. Вӗсем йытӑсем хӑйсен ӗҫри тивӗҫне епле пурнӑҫланине, преступниксене мӗнле тытма пулӑшнине кӑтартса пачӗҫ.

Пӗчӗккисем валли квест-вӑйӑ йӗркеленӗ. "Орлята России" программӑпа пӗлӳ илнисем "Пӗрремӗшсен" ретне тӑчӗҫ. Кӗҫӗн классенчен вӑтаммисене куҫнӑ 150 хастар Республика Пуҫлӑхӗн аллинчен асӑнмалӑх значоксем илме тивӗҫ пулчӗҫ. 14 тултарнисене вара Олег Николаев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паспорт пачӗ. "Ачасене мӗн кирлине тӗпчесе пӗчӗкрен хавхалантарса пыни - пирӗн тивӗҫ", - палӑртрӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче.

Пӗрремӗшсен Канашӗн пайташӗсем регион ертӳҫине хӑйсен сӗнӳ-шухӑшӗпе паллаштарчӗҫ. Юхӑм хастарӗсен пуҫарӑвӗ - аслисемпе опытпа улшӑнас тӗллевпе "Ӑру вучахне" ҫутасси. Ҫавӑн пекех ҫамрӑк корреспондентсемпе блогерсем валли ӑсталӑх лапамӗсем уҫасшӑн, канмалли кунсенче ҫемье ҫулҫӳревӗсем йӗркелесшӗн.

Алиса Александрова, Алексей Андреев