Пӗлтӗр кунта пин ытла салтак сипленнӗ. Госпитале тӗрлӗ чирпе аптранисем лекеҫҫӗ. Ытларах чухне - аманнисем. Юрий Гавриловӑн сывлӑхӗ, сӑмахран, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑничченех хавшанӑ. Тӗрӗс апатланманнине тата пӑлханнине пула чирӗ татах та аталаннӑ. Сыватмӑшра салтак эрне ытла сипленет. "Тухтӑрсем тимлӗ пулни, пурӑнма лайӑх майсем туса пани ура ҫине часах тӑма пулӑшасса шанатӑп", - тет Юрий Гаврилов. Хальхи вӑхӑтра госпитальти сиплев 3 тапхӑрпа иртет.
Николай Владимиров тухтӑрсене кулленех йывӑр та пархатарлӑ ӗҫ туса пынӑшӑн тав турӗ. Салтаксемпе вара уйрӑммӑн калаҫса вӗсен ыйтӑвӗсене татса пама шантарчӗ. Реабилитаци хыҫҫӑн та шур халатлисем хӑйсен пациенчӗсем пирки манмаҫҫӗ. Кирек хӑш вӑхӑтра та ветерансем госпиталь администрацийӗпе е социаллӑ пулӑшу кӳрекенсемпе ҫыхӑнма пултараҫҫӗ.
Алиса Александрова, Дарья Петрова, Михаил Солин