Ручка-кӑранташран пуҫласа тӗрлӗ хатӗр таранах

Паян Шупашкартан ятарлӑ ҫар операцинчи ентешсем патне тата пирӗн республика шефа илнӗ Бердянск округне черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатаҫҫӗ. Ӑна "Пӗрле" фонд республикӑри тӗрлӗ организаципе предприяти тата вӗренӳ учрежденийӗсем пулӑшнипе пуҫтарнӑ.

Запорожье тӑрӑхӗнчи Бердянск тӑрӑхӗ 3-мӗш ҫул Чӑваш Ен хӳттинче. Республикӑри кашни муниципалитет ҫак округри пӗр-пӗр шкулшӑн яваплӑ. Хальхинче те пирӗн вӗренӳ учрежденийӗсем Бердянскри пӗлӳ ҫурчӗсем валли гуманитари пулӑшӑвӗ сахал мар пухнӑ. Мӗн кирлине заявка тӑрӑх пуҫтарнӑ. Кунта канцеляри таварӗсем кӑна мар, газ плитисем, ноутбуксем, саксем, вырӑн таврашӗ тата ытти те.

Диана Иванова, Игорь Ульянов