Уява пухӑннисене йӗрке хуралҫисем кулленхи ӗҫне - преступниксене мӗнле тытса чарнине кӑтартрӗҫ. "Искра" ятарлӑ отряд салтакӗсем хӑвӑрт, ҫаврӑнӑҫуллӑ тата хастар пулнине тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗҫ. Ҫавӑн пекех ӗҫре усӑ куракан техникӑпа тата хӗҫпӑшалпа паллаштарчӗҫ.
Савӑнӑҫлӑ пухура Росгвардин республикӑри Управленийӗн ертӳҫи Михаил Енин, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов саламларӗҫ. Ӗҫре палӑрнисене, пысӑк ҫитӗнӳсем тунисене патшалӑх наградисем парса чысларӗҫ. Росгварди - халӑх йышлӑ пухӑнакан вырӑнсене, патшалӑх объекчӗсене асӑрхаса тӑрать, ҫавӑн пекех ку тытӑм терроризмпа экстремизма хирӗҫ кӗрешет. Вӗсен тӗп тӗллевӗ - халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси.
Пухӑннисем служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑрла пуҫ хунӑ ӗҫтешӗсене пӗр минут шӑп тӑрса асӑнчӗҫ. Управлени ҫумӗнчи ҫар оркестрӗ вара уяв концерчӗ парнелерӗ.
Оксана Верликова, Денис Афанасьев








