Салтаксене пулӑшас ӗҫе волонтерсем пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче пуҫланӑ. Ушкӑн пысӑк - 400 ытла ҫын. Вӗсенчен 13-шӗ шӑпах типӗ яшка хатӗрлеҫҫӗ. Малтанах виҫӗ тӗрлинчен тытӑннӑ. Халӗ вара 7 тӗрлӗ яшка тата 3 тӗрлӗ иккӗмӗш апат салтаксем патне ӑсатаҫҫӗ.
Ӗҫӗ сахал мар. Пахча-ҫимӗҫе малтан пӗҫермелле, унтан типӗтмелле. Ҫӗр улми, сӑмахран, 12 сехет типет. Кӑшманпа кишӗре тата та нумайрах вӑхӑт кирлӗ. Ӗҫре ятарлӑ электрохатӗрпе усӑ кураҫҫӗ.
"Май килнӗ таран салтаксене пулӑшас килет", теҫҫӗ хастарсем. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем хушшинче кашнинех ҫывӑх ҫынни пур. Пахча-ҫимӗҫпе тата аш-какайпа вара уйрӑм ҫынсем, хуҫалӑхсем тивӗҫтереҫҫӗ. Куславкка тӑрӑхӗнчи "ЭнежЪ" пӗрлешӳрен, сӑмахран, тӑварланӑ купӑста илсе килеҫҫӗ. Унтан яшка тата та тутлӑрах пулать, теҫҫӗ хастарсем. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Пуканкассинчи кӗмӗл волонтерсем те хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ.
Кӗмӗл волонтерсен ятӗнчен "Фронт добра" пӗрлешӳ хастарӗсене тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗҫ. "Сирӗн ӗҫ пӗрлештерет. Эсир хатӗрленӗ яшкана тутаннӑ май салтаксем кил ӑшшине туйса илеҫҫӗ", терӗҫ.
5 уйӑхра салтаксем патне пурӗ 5 пин ытла хутаҫ типӗ яшка ӑсатнӑ. Хастарсем хӑйсем те кирек епле пулӑшӑва та йышӑнма хатӗр. Вара фронт валли тата ытларах апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме пулать, теҫҫӗ.
Диана Сафонова, Игорь Ульянов