Республикӑран ҫӗнӗ регионсенчи госпитальсене гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ

Чӑваш Енрен Луганск тата Донецк республикисене 14-мӗш хут гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ. Хальхинче - аманнисене сиплемелли эмелсем, хӗл сиввине ҫӑмӑлрах чӑтса ирттерме генераторсем, кӑмакасем тата ӑшӑ тум-тир. 

Уйӑхсерен пирӗн республикӑран фронта посылкӑсем ӑсатаҫҫӗ. Пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнас текенсен йышӗ те яланах пысӑк. Предприятисен, вӗренӳ учрежденийӗсен, волонтерсен, регионта пурӑнакан ытти ҫынсен пӗрлехи вӑйӗпе 3 тонна тӗрлӗ япала пухма май килнӗ. Хальхинче пухӑнса пыракан япаласене хӑйсем патӗнче Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасем вӗренекен 1-мӗш шкул йышӑннӑ. 

Ҫакнашкал пысӑк пулӑшу хӳтӗлевҫӗсем патне "Пӗрле" фонд, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ, Раҫҫейри хӗрарӑмсен юхӑмӗ пуҫарӑвӗпе ҫитет. Хӳтлӗх каррисем, ҫыхнӑ кофтӑсемпе чӑлха-нуски, ӑшӑнмалли хатӗрсем. Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗн студенчӗсем окоп ҫуртисем, буржуйкӑсем парса яраҫҫӗ. 

Салтаксемшӗн тӑван ҫӗртен килнӗ ырӑ хыпар, ӑшӑ сӑмах та тем пек хаклӑ. Хальхинче ачасен ҫырӑвӗсенче Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе ҫыхӑннӑ саламсем. 

Алиса Александрова, Александра Борисова, Алексей Андреев