Республикӑра ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсене ӗҫпе тивӗҫтерессине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ

Етӗрне тӑрӑхӗнче пурӑнакан Валерий Александров та нумай пулмасть фронтран таврӑннӑ. Халӗ вӑл малтанхи ӗҫ вырӑнӗнче электромонтерта вӑй хурать. 

Валерий Петрович 64 ҫулта пулин те кашни кун ӗҫе хаваспах васкать. Вӑл килте алӑ усса ларма хӑнӑхман. Хӑйӗн пурнӑҫӗнче чылай ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Ҫарта пулнӑ хыҫҫӑн милицире ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн инкассаторта, ӗҫ хуралӗн ертӳҫинче вӑй хунӑ. Виҫӗ ҫул каялла вара ҫӗнӗ професси алла илме шут тытнӑ. Ятарлӑ курс пӗтерсе "4-мӗш разрядлӑ электрик" пулса тӑнӑ. 

Кашни бригадӑн хӑйӗн участокӗ. Аварисем пулмасан та, кулленхи ӗҫ те сахал мар: хатӗрсене юсамалла, улӑштармалла, ҫӗнетмелле, сӑрламалла. 2024-мӗш ҫулта Валерий Петрович ятарлӑ ҫар операцине тухса кайнӑ. Ҫакӑ пӗрле ӗҫлекенсемшӗн те, ҫемйишӗн те кӗтменлӗх пулнӑ. "Эпӗ айккинче юлма пултараймарӑм", - тет вӑл. Вӑрҫӑ хирӗнче, паллах, ҫӑмӑл мар. Юлташӗсене ҫухатни те пулнӑ. Пӗр ҫапӑҫура ӑна хӑйне те амантнӑ. 

Валерий Александров фронтра ҫулталӑк пулнӑ. Контракт вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ. Ӑна тӳрех малтанхи ӗҫне илнӗ. "Россети Волга" пӗрлешӳн "Чӑвашэнерго" филиалӗнче хӑйсен ӗҫченӗсене хисеплеҫҫӗ, тивӗҫлӗ ӗҫ майӗсем туса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра кунта ятарлӑ ҫар операцийӗн 10 ветеранӗ тӑрӑшать. Вӗсене тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхпа тивӗҫтереҫҫӗ. Республикӑри "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фончӗ те Валерий Петровича мирлӗ пурнӑҫа хӑнӑхма пур енлӗн пулӑшать. Вӑл шкулсенче ирттерекен Паттӑрлӑх урокӗсене те час-часах хутшӑнать. Ҫитӗнекен ӑрӑва ҫар пурнӑҫӗпе паллаштарать. 

Оксана Верликова, Наталия Егорова, Святослав Петров