"Фестиваль асамат кӗперӗ евӗр тӗрлӗ тӑрӑхри пултаруллӑ ҫынсене, куракансене пӗрле пуҫтарчӗ", - тесе палӑртаҫҫӗ юрӑ-кӗвӗ уявне йӗркелекенсем. 1995-мӗш ҫулта элӗксем "Вирьял шевлисем" фестиваль пуҫарса янӑ. Пултарулӑх конкурсӗ чылай ҫамрӑка пысӑк сцена ҫине тухма ҫул уҫнӑ. Тӗрлӗ сӑлтава пула юлашки ҫулсенче ӑмӑртӑва ирттермен. Вокалпа инструмент ансамблӗсен пултарулӑхне тӗпе хурса ырӑ йӑлана ҫӗнӗ юхӑмпа чӗртсе тӑратас тенӗ.
Фестивалӗн 1-мӗш концертне Элӗк тӑрӑхӗнчи "Ҫутӑ ӗмӗт", "Аса ил", Ҫӗмӗрле округӗнчи "Ритмы" ушкӑнсем тата вырӑнти "Салам" вокалпа эстрада ансамблӗ хутшӑнчӗҫ. Курма килнисем кашни ушкӑна кӑмӑлпа йышӑнчӗҫ, пӗлекен юрӑсене пӗрле шӑрантарчӗҫ. Хӑйсем ҫакӑн пек коцертсемшӗн тунсӑхланине палӑртрӗҫ.
Фестиваль малаллах пырать. Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче пултарулӑх ушкӑнӗсене Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Хутарта йышӑнӗҫ. 3-мӗш концерт Элӗкри культура керменӗнче иртет.
Алиса Александрова, Александр Семенов