Студент отрячӗсен кунне ҫӗршывра 11-мӗш ҫул паллӑ тӑваҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче чылай ҫын пурнӑҫне ҫак юхӑмпа ҫыхӑнтарнӑ. Ҫакна Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче йӗркеленӗ курав та ҫирӗплетет. Паян Чӑваш Енре 93 ӗҫ отрячӗ шутланать. Вӗсем 3 пине яхӑн ҫамрӑка пӗрлештереҫҫӗ. Студентсем, тӗпрен илсен, 8 енпе ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл шутра медицина, педагогика, строительство тата ытти те.
Уяв ячӗпе пухӑннисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. "Эсир студент отрячӗсемпе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркене упратӑр тата аталантаратӑр. Чӑваш Правительстви малалла та сирӗн пуҫарусене, проектсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшса пырӗ", - терӗ. Регион ертӳҫи хӗрсемпе каччӑсене пултарулӑхри ӑнтӑлушӑн стипендие тивӗҫнине ҫирӗплетекен хутсем парса хавхалантарчӗ. Ҫавӑн пекех уявра республикӑри чи лайӑх отряда палӑртассипе ирттернӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Пӗлтӗрхи ӗҫ кӑтартӑвӗпе "ПегАс" сервис отрячӗ 3-мӗш, "Вита" медицина отрячӗ 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ялавне вара "ЧуГУнок" педагогика отрячӗ тивӗҫрӗ.
Кӑҫал тата "Раҫҫейри студент отрячӗсем" ҫӗршыври пӗрлешӗвӗн регионти уйрӑмне йӗркеленӗренпе 25 ҫул пулать. Ҫак пулӑма халалласа республикӑра тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеме палӑртнӑ.
Диана Сафонова, Вадим Владимиров