Сӳтсе явнӑ тӗп темӑсенчен пӗри - хӗллехи вӑхӑтра ҫулсене тирпейлесси. Ҫавӑн пекех коммуналлӑ тӳлевсен хакӗсем ӳснине, республикӑра мобильлӗ интернета вӑхӑтлӑх чарнине тата терроризма хирӗҫ кӗрешессине пӑхса тухрӗҫ. Унсӑр пуҫне пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тата ӑпӑр-тапӑра турттарса тухассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатрӗҫ. Кӑҫалхи хӗл ҫул-йӗр службисене туллин тӗрӗслет. Ҫавна май ҫулсене вӑхӑтра тирпейлесе тӑрасси ҫынсене питӗ кӑсӑклантарать. Пурӗ округра ҫакӑн валли 25 техника тата 9 пин тонна хӑйӑрпа тӑвар хутӑшӗ хатӗрленӗ. Ҫанталӑк алхаснӑ чухне подряд организацисем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫапах та ҫулсене пӑхса тӑракан организацисем хушшинче хӑйсен ӗҫне тӗплӗн туманнисем те пур. Ҫакӑ вара ял ҫыннисемшӗн пысӑк чӑрмав кӑларса тӑратать. Час-часах ӑпӑр-тапӑр пӑрахмалли вырӑнсем юрпа хупланса юлаҫҫӗ. Ҫавна пулах контейнерсене вӑхӑтра пушатаймаҫҫӗ. Шупашкар тӑрӑхӗнчи 172 ялпа поселокра 2 пин те 81 савӑт вырнаҫтарнӑ. Пухӑннӑ йӑла каяшне Ҫӗнӗ Шупашкарти ятарлӑ объекта ӑсатаҫҫӗ. Округ пуҫлӑхӗ хӑйсен тивӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫламан организацисене явап тыттарассине, ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗ - тӗп вырӑнта пулнине палӑртрӗ.
Терроризма хирӗҫ кӗрешессипе ытларах ҫамрӑксем хушшинче ӗҫлемеллине, вӗренӳ учрежденийӗсенче ку темӑпа калаҫусем, класс сехечӗсем ирттермеллине, тӗслӗхсемпе ҫирӗплетмелли пирки Вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Максим Гришин тухса калаҫрӗ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров