Аннесене республикӑри Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева тата Чӑваш правительствин вице-премьерӗ Владимир Степанов пепкесен пӗрремӗш кунӗсемпе паллаштаракан сӑн ӳкерчӗксен альбомне тата медаль парса саламларӗҫ. Проектӑн тӗп тӗллевӗ - ятарлӑ ҫар операцинче пулнӑ май, тин ҫуралнӑ ачисене больницӑран кӑларнӑ чухне пӗрле пулма май килмен ашшӗсене ҫак пӗлтерӗшлӗ самантпа сӑн ӳкерчӗксем урлӑ паллашма, пепкисене вара ҫитӗнсен вӗсем пӗлтерӗшлӗ вӑхӑтра ҫут тӗнчене килни пирки каласа пама май туса парасси. Федоровсен ҫемйинче икӗ уйӑх каялла пӗрремӗш ачи ҫуралнӑ. Хӗр пӗрчине Мария ят панӑ. Ҫуралнӑранпа ашшӗ тӗпренчӗкне пӗрре анчах курнӑ. Халӗ вӗсем мӑшӑрӗпе ашшӗне черетлӗ канӑва килессе чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Мария Емельянован виҫӗ ывӑл. Вӗсенчен иккӗшӗ ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ чух ҫуралнӑ. Яваплӑ тапхӑрта мӑшӑр юнашар пулманни, паллах, йывӑр. Ҫапах та арҫынсем тӗп тивӗҫе пурнӑҫланине - ҫӗршыва хӳтӗленине лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Пурте ҫывӑх ҫыннисем чӗрӗ сывӑ таврӑнасса чунтан-чӗререн кӗтеҫҫӗ.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Анатолий Семеновӑн амӑшӗ Валерия мӑнукӗ ҫурални пысӑк телей пулнине, хӗр пӗрчи вӗсен пурнӑҫне ҫутӑ шанӑҫ парнеленине пӗлтерчӗ. Ҫакӑншӑн вӑл Дарья кинне чунтан тав тӑвать тата хӑвӑртрах Ҫӗнтерӳ пултӑрччӗ, тет.
Оксана Верликова, Николай Скворцов