Чӑваш Енре сумлӑ ӳсӗмрисемшӗн пурӑнма хӑтлӑ майсем туса парассипе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Иртнӗ 5 ҫулта вӗсем валли "Манӑн социаллӑ центр" ятпа тӗрлӗ енлӗ аталану лапамӗсем уҫӑлнӑ. Унти ҫӑмӑллӑхсемпе кулленех 16 пин ытла ҫын усӑ курать. Паянхи ватӑсем ҫамрӑксенчен пӗрре те кая мар. Килте тунсӑхласа ларма вӑхӑчӗ ҫук вӗсен. Компьютерпа ӗҫлеме те пӗлеҫҫӗ, ҫӗннине вӗренесси те кӑткӑс мар.
Форумра тӗрлӗ лаптӑк ӗҫлерӗ. Телефонпа е ытти меслетпе улталаса ҫӑмӑл укҫа шыракансенчен епле хӳтӗленмеллине те вӗрентрӗҫ, финанс пӗлӗвӗ енӗпе те уроксем иртрӗҫ. Паян 4 пин ытла кӗмӗл волонтер кулленех хамӑр салтаксене пулӑшассипе ӗҫлет. Хӳтлӗх каррисем ҫыхаҫҫӗ, гуманитари пулӑшӑвӗ пухаҫҫӗ, хӑйсен ырӑлӑхӗпе ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.
"Кӗмӗл чун" форумра волонтер юхӑмӗн хастарӗсене тӗрлӗ номинацире чысларӗҫ. Сцена ҫине ҫут ҫанталӑка пысӑк тимлӗх уйӑракансем, Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем, ытти ӗҫре хастаррисем тухма тивӗҫ пулчӗҫ. Уява аслӑ ӑрурисен концерт программи татах та илем кӳчӗ.
Алиса Александрова, Борис Андреев