Етӗрнере тӗп уяв лаптӑкӗ "Кивӗ хула" паркра пулчӗ. Ӑна юлашки ҫулсенче самай ҫӗнетсе капӑрлатнӑ. Халӗ вӑл хула ҫыннисен чи юратнӑ вырӑнӗсенчен пӗри. Етӗрнесене уявпа саламлама Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев килсе ҫитрӗ. Сцена ҫинче ӗҫре палӑрнисене, пысӑк ҫитӗнӳсем тунисене Патшалӑх наградисем парса чысларӗҫ.
Уяв хӑнисене "Сӑр ҫинчи пулӑ яшки" фестиваль тутлӑ та техӗмле апат шӑршипе илӗртрӗ. Унта республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен тата ытти регионтан килсе ҫитнӗ ушкӑнсем тупӑшрӗҫ. Поварсем пурӗ 600 литр яшка пӗҫерчӗҫ. Унпа 6 пин ҫынна сӑйлама пултарчӗҫ. Кунта пӑлан сӗчӗпе, темиҫе тӗрлӗ пулӑран, ҫулӑм ҫинче пӗҫернӗ яшка тутанса пӑхма пулчӗ. Поварсем палӑртнӑ тӑрӑх, тӗп вӑрттӑнлӑх - апата юратса тата паха ҫимӗҫсенчен хатӗрленинче.
Ал ӗҫӗсен куравӗн фестиваль-конкурсӗнче вара йывӑҫран, тӑмран ӑсталанӑ япаласене, тӗрлӗ капӑрлӑха, тӗрӗллӗ ҫи-пуҫа курса киленме, туянма май пулчӗ.
Тӗп сцена ҫинче ҫавӑн пекех "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" фестивале хутшӑнакан ушкӑнсем хӑйсен юрри-ташшипе тыткӑнларӗҫ. Кунта Чулхула облаҫӗнчи, Коми тата Мари республикисенчи ушкӑнсем пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.
Ачасем валли те уявра савӑнмалли, вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли лапам чылай пулчӗ. Вӗсем чуччусем ҫинче ярӑнма, ӑсталӑх класӗсене хутшӑнма пултарчӗҫ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов