Республика кунӗ тӗлне Муркашра ҫӗнӗ поликлиника хута ямалла

Ӑна "Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хӑпартаҫҫӗ. Стройка вӗҫленнӗпе пӗрех, сӗтел-пуканпа кирлӗ хатӗрсене те кӳрсе килнӗ. Ӗҫ мӗнле пынипе  Патшалӑх Думин тата Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем паллашрӗҫ. 

Район больницин ҫӗнӗ поликлиникинче ҫынсене йышӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Строительсем ҫурт таврашне тирпей-илем кӗртеҫҫӗ, инженери хатӗрӗсене тепӗр хут тӗрӗслеҫҫӗ. Тухтӑрсене те, пациентсене те кунта меллӗ те хӑтлӑ пуласси куҫкӗрет. Пӗр сменӑра 150 ҫынна йышӑнаяҫҫӗ. Паха медицина пулӑшӑвӗ кӳме пӗтӗм май пулӗ. Больницӑн тӗп тухтӑрӗ Оксана Попова кадр ыйтӑвне тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗ. Специалистсем тӗпрен илсен ҫителӗклӗ. Пӗлтӗр "Земство тухтӑрӗ" программӑпа эндокринолог килнӗ, кӑҫал тӗллевлӗ направленипе анестезиолог-реаниматолога кӗтеҫҫӗ. Ҫӗнӗ поликлиникӑна ҫитес уйӑхра Республика кунӗ тӗлне хута ярасшӑн. Алла Салаевапа Николай Угаслов депутатсем курнипе  кӑмӑллӑ юлчӗҫ. Муркаш округӗ Шупашкар агломерацийӗн йышне кӗнӗ, вӗсен шучӗпе ҫакӑ муниципалитет аталанӑвне ырӑ витӗм кӳмелле.  

Иртнӗ 5 ҫулта Муркаш тӑрӑхӗнче 6 ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ тунӑ,  тепӗр 11-шне юсанӑ. Ҫавӑн пекех 10 тухтӑр амбулаторине ҫӗнетнӗ.

Округ аталанӑвне Турайри Культура ҫуртӗнче иртнӗ тӗл пулура сӳтсе яврӗҫ. Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева пухӑннисене "Единая Россия" партин халӑх программипе килӗшӳллӗн тунӑ ӗҫ пирки каласа кӑтартрӗ. Алла Леонидовна Парламентра 2021-мӗш ҫултанпа. Хӑй палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 41 саккуна хатӗрлеме хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшасси - уйрӑм тимлӗхре. Депутат ҫӗнтерӗве тылра туптама пулӑшакан кӗмӗл волонтёрсене, хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсене тав турӗ.

Алла Салаева ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе тӑтӑшах йышӑнать.  2 пин ытла ҫын ун патне пулӑшу ыйтса пынӑ. Унсӑр пуҫне 9 пин ытла ыйтӑва ҫырупа пӗлтернӗ.  Пӗрне те хуравсӑр хӑварман.  

Алла Салаева муркашсене пуҫарулӑхшӑн, тӑрӑшулӑхшӑн тав турӗ. - Ҫӗнӗ Халӑх программине йӗркелес ӗҫе те эсир хастар хутшӑнасса шанатӑп,- терӗ вӑл. Округ аталанӑвне тӳпе хывакансем Патшалӑх Думин депутачӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫрӗҫ.  

Екатерина Фомина, Виктор Степанов