Режиссерта 30 ҫул тӑрӑшнӑ телевидени ветеранӗ

Кӑҫал пирӗн телерадиокомпани харӑсах 2 ҫавра ҫул паллӑ тӑвать: телестуди уҫнӑранпа - 65, радио калаҫма пуҫланӑранпа 100 ҫул ҫитет. Телехыпарлав тытӑмне пуҫарса янӑ ветерансем вара пурӑнаҫҫӗ-ха. Вӗсенчен пӗри - Елена Швецова. Хисеплӗ ветеран ҫак кунсенче 90 ҫул тултарчӗ. Сумлӑ юбилейпе ӑна пирӗн ӗҫтешсем саламларӗҫ.

Елена Швецова - Чӑваш телевиденийӗн хисеплӗ ветеранӗ. 30 ҫул вӑл режиссёрта тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа та пирӗн компанире ӗҫлекенсем ӑна нихӑҫан та манмаҫҫӗ. Халӗ вара ветерана килне пырса саламлама уйрӑмах пысӑк сӑлтав пулчӗ. Елена Александровна 90 ҫул тултарчӗ. Вӑрҫӑ ачи 1936-мӗш ҫулта Шӑмӑршӑра ҫуралнӑ. Ача 5 ҫулта чух ҫемье Етӗрне хулине пурӑнма куҫнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫемье Патӑрьел тӑрӑхне пурӑнма куҫнӑ. Елена вара ҫитӗнсен Шупашкарти пединститута вӗренме кӗнӗ. Вырӑс чӗлхипе литература учителӗн дипломне алла илсе 4 ҫул Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Пысӑк Енккасси шкулӗнче ӗҫленӗ. Унтан ӑна шӑпа Шупашкара илсе ҫитернӗ. Уҫӑ кӑмӑллӑ ҫамрӑк вӗрентекене тин кӑна уҫӑлнӑ телецентр ӑстисем асӑрханӑ, тӳрех хапӑл туса хӑйсен йышне илнӗ.

Ҫапла вӑл режиссер пульчӗ умӗнче 1962-мӗш ҫултан пуҫласа 92-мӗш ҫулчченех тӑрӑшнӑ. Политика тата йӗрке хуралӗн ӗҫне ҫутатса хыпар кӑларӑмӗсем, передачӑсем тунӑ. Кӑҫал вара Елена Александровна тивӗҫлӗ канӑва кайнӑранпа 34 ҫул пулать. Ҫавах та ветеран ӗҫтешӗсемпе ҫыхӑну ҫухатмасть.

Паян кун та телевиденире пӗрле ӗҫленӗ ҫынсем пурришӗн хӗпӗртет. Вӑл йышра уйрӑмах телерадиокомпанире пуринчен ытла - 58 ҫул вӑй хуракан Владимир Дорофеева ырӑпа аса илет.

Елена Александровна ҫулӗсене пӑхмасӑр ал ӗҫӗпе те аппаланма маҫтӑр. Ҫак турӑшсене те вӑл хӑй-тӗлӗнех тӗрленӗ. Алӑра ӗҫ пур чух пурнӑҫ кичем мар, тет. Елена Александровна пирӗн кӑларӑмсене те пӗр кун та сиктермест. Хӑш чух ирхи хыпарсене курса ӗлкӗреймесен те каҫхисене пӑхмасӑр хӑвармастӑп, тет. Эпир вара хисеплӗ ветерана малашне те сывлӑхпа, паянхи пекех ҫирӗп ӑс-тӑнпа савӑнса пурӑнма ӑнӑҫу сунатпӑр.

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов, Андрей Шоклев