"Эткер" вӗренӳ центрӗнче хӑнасем валли экскурси йӗркелерӗҫ. Пултарулӑх мастерскойӗ, ӑслӑлӑх лабораторийӗ, компьютер класӗ - ачасене кунта пур енлӗн аталанма пӗтӗм май пур. Ку студире, акӑ, ҫамрӑксем вӗҫев аппарачӗсен моделӗсене хатӗрлеме вӗренеҫҫӗ. Ракетӑна мӗнле тата мӗнрен пуҫтармаллине арҫын ачасемпе хӗр ачасем лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Игорь Комаров ку программӑна федераци округӗнчи ытти регионсенче те ӗҫе кӗртме сӗнчӗ. Центр ӗҫӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн Президентӑн полномочиллӗ представителӗ тата регион ертӳҫи Чӑваш патшалӑх университечӗн экперименталлӑ пластика театрӗн "Кафедра" ушкӑнӗн артисчӗсемпе тӗл пулчӗ. "Театральное Приволжье" фестивалӗн 6-мӗш сезонӗнче вӗсем номинацисенчен пӗринче ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ. Ҫамрӑксем Антон Чеховӑн "Бабы" калавне сцена ҫине пластика, акробатика элеменчӗсене усӑ курса кӑларнӑ.
Игорь Комаров пултарулӑх ушкӑнӗн ӗҫне пысӑк хак пачӗ. Яш-кӗрӗм вара фестивале хутшӑннӑ хыҫҫӑнхи шухӑш-кӑмӑлӗ пирки каласа кӑтартрӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчи студентсен театрӗ округ шайӗнче иртекен тупӑшӑва кашни ҫулах хутшӑнать. Яланах ҫӗнтерӳҫӗ, лауреат ята тивӗҫет. Тӗл пулура ҫамрӑк артистсене аталанма мӗнпе пулӑшма пултарнине те сӳтсе яврӗҫ. Игорь Комаров "Театральное Приволжье" ҫӗнтерӳҫисене хавхалантармалли хушма майсем шырассине пӗлтерчӗ. Ҫав шутра гастрольсем йӗркелессине, грант уйӑрассине пӑхса тухӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫакӑ пӗлтерӗшлӗ ыйту пулнине палӑртрӗ. Пухӑннисене вӑл республикӑра театрсене кӳрекен пулӑшу пирки каласа кӑтартрӗ. Ятарлӑ пӗлӳ илмен артистсен ушкӑнӗсене тӗрев парас пирки те шутласа пӑхӑпӑр, - терӗ.
Екатерина Фомина, Денис Пахмутов, Святослав Петров