Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗнче ӗҫлекенсем професси уявне паллӑ турӗҫ

Ҫӗршывра ҫак тытӑма пуҫарса янӑранпа 15 ҫул ҫитрӗ. Право хуралӗнче тӑрӑшакансене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. 

Следстви комитечӗн ӗҫне 2011-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫарнӑ. Ку тытӑмра тӑрӑшакансем йывӑр преступленисене, коррупципе, должноҫпе усӑ курнипе ҫыхӑннӑ кӑткӑс ӗҫсене уҫса парас енӗпе вӑй хураҫҫӗ. Пухӑннисем малтанах филармони фойинче йӗркеленӗ куравпа паллашма пултарчӗҫ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пӗрремӗш пуҫлӑхӗ Александр Мигушов пулнӑ. Халӗ ведомство тилхепине Александр Полтинин тытса пырать. 

15 ҫул хушшинче следстви комитечӗн регионти управленийӗ 64 пин ытла тӗрӗслев йӗркеленӗ тата 20 пин ытла уголовлӑ ӗҫ пӑхса тухнӑ. Пӗлтӗрхи кӑтартупа йӗрке хуралҫисем республика бюджетне 417 миллион тенкӗ тавӑрнӑ. Пурӗ 600 ытла уголовлӑ ӗҫ суда ярса панӑ. Ҫынна вӗлернӗ преступленисене уҫса парасси 96 процентпа танлашнӑ. Ҫавӑн пекех социаллӑ пурӑҫпа ҫыхӑннӑ ыйтусем тимлӑхре. Пӗлтӗр ведомство тӑрӑшнипе ашшӗ-амӑш хӳттисӗр юлнӑ тата тӑлӑх 245 ачана пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтернӗ. Уявра ӗҫре палӑрнисене, пысӑк ҫитӗнӳсем тунисене патшалӑх наградисем парса чысларӗҫ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов