Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗн Алла Салаеван республикӑри ӗҫлӗ ҫӳревӗ малалла пырать

Ҫак кунсенче вӑл Етӗрнере ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксен мӑшӑрӗсемпе тата амӑшӗсемпе тӗл пулчӗ, 2-мӗш шкулти юсав ӗҫӗпе паллашрӗ. Шупашкарта вара Семен Ислюков ячӗпе хисепленсе тӑракан сквера хӑтлӑлатас ыйтӑва хулара пурӑнакансемпе сӳтсе яврӗ. 

"Паттӑрсен хӗрарӑмӗсем" ятпа йӗркеленӗ тӗл пулу Чӑваш аграри колледжӗнче иртрӗ. Унта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен мӑшӑрӗсемпе амӑшӗсем пуҫтарӑннӑ. Пурӗ 60 хӗрарӑм. Калаҫун тӗп тӗллевӗ - салтаксен тӑванӗсене вӗсем пӗччен маррине, юнашар пулӑшу кӳме пултаракансем пуррине кӑтартасси. Тӗл пулура патшалӑх кӳрекен ҫӑмӑллӑхсене сӳтсе яврӗҫ, хӗрарӑмсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене пӑхса тухрӗҫ Ҫавӑн пекех хӑнасем колледж ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ, лабораторисемпе айти куба кӗрсе курчӗҫ. Паянхи куна Етӗрне тӑрӑхӗнче виҫӗ вӗренӳ учрежденийӗнче юсав пырать. Алла Салаева хулари 2-мӗш шкулта пулса курчӗ. Объектри ӗҫсем графикпе килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ, рабочисем те, материалсем те ҫителӗклӗ. Мӗн палӑртнине кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче туса пӗтермелле. 

Алла Салаева ҫавӑн пекех Етӗрнери ҫӗвӗ фабрикин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ. Ку предприятине 1972-мӗш ҫулта пуҫарса янӑ. Паянхи кун пӗрлешӳре 80 ытла ҫын вӑй хурать. Ӗҫӗн ытларах пайне автоматизациленӗ. Ҫакӑ кадр ыйтӑвне татса пама пулӑшать. Алла Леонидовна фабрикӑра тӑрӑшакансене "Единая Россия" парти куллен тӑвакан ӗҫсемпе паллаштарчӗ, тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. 

Шупашкарти Семен Ислюков ячӗллӗ сквера хӑтлӑлатас ӗҫе вара пӗлтӗр пикеннӗ. Малтанхи тапхӑрта ҫутӑ тытӑмне вырнаҫтарнӑ, палӑк таврашне тирпейленӗ, скульптура вырнаҫтарнӑ. Кӑҫал проектӑн иккӗмӗш пайне пурнӑҫа кӗртмелле. Алла Салаева тата тӗп хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов ҫак ыйтӑва Волжский-2 микрорайонта пурӑнакансемпе сӳтсе яврӗҫ. Малашне кунта ача-пӑча лаптӑкӗ, уҫӑлса ҫӳремелли вырӑн тума палӑртаҫҫӗ. Ӗҫсене кӑҫалхи ҫулла пикенмелле. 

Хула ҫыннисене ҫавӑн пекех сквер патӗнчен пуҫласа Мускав ҫыранлӑхне ҫити анакан ҫула тирпейлес ыйту та пӑшӑрхантарать. Алла Леонидовна ку енӗпе проект тумаллине пӗлтерчӗ. Ӑна хатӗрлесе ҫитерсен ку тӑрӑхра пурӑнакансемпе сӳтсе явассине каларӗ. 

Оксана Верликова, Юрий Марков, Антонина Капитонова, Вадим Владимиров