Хӗр-юлташӗ Надежда Ефимовнана "Привет, Андрей" продюсерӗсемпе ҫыхӑнса пӑхма хистенӗ. Ҫырӑвне ярасса-янӑ, анчах Раҫҫейри куҫӗ курманнисен пӗрлешӗвӗнче тӑракан ытти юрлакансем хӑйсем хурав кӗтсе илейменнине пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗнче ҫӗршывӑн тӗп хулинчен йыхрав яни юрӑҫа ҫав тери тӗлӗнтернӗ. Шупашкарти Толстой ячӗллӗ ятарлӑ библиотекӑна ҫӳрекен пӗлӗшӗсемпе иртнӗ тӗлпулура хӑйӗн ҫулҫӳревӗ пирки Надежда хавхаланса каласа кӑтартрӗ. Андрей Малахов патӗнче вӑл Давид Тухмановӑн "Белый танец" юррипе сцена ҫине тухнӑ.
Залра пухӑннисем те Надежда юрлакан хайлав ҫеммипе ташша тухнӑ. 4 ача амӑшӗ, 6 мӑнуклӑ юрӑҫ хӗрӗ хӑй аллипе ӑсталанӑ парнесемпе ҫитнӗ кӑларӑма. Сӗтел хушшинче те ытти хӑнапа пӗрле темиҫе юрӑ шӑрантарнӑ вӑл. Кӗтмен ҫӗртен пулнӑ тата ҫав тери кӑмӑла кайнӑ ҫулҫӳревне тулли кӑмӑлпа аса илет.
Кӑларӑма хатӗрлекенсен тараватлӑхӗ, ӑш пиллӗхӗ, чунри ырӑлӑхӗ татах та хавхалантарнӑ ӑна. 6 теҫеткерен иртнӗскер ҫемйипе Шупашкарта пурӑнать, канмалли кунсене Сӗнтӗрвӑрри хулинчи ҫуртӗнче ирттерет, йогӑпа кӑсӑкланать. Йывӑр чире парӑнтарнӑ хыҫҫӑн спортпа ытларах туслашнӑ. Куҫӗ япӑх курни те пурнӑҫпа тулин киленме, аталанма чӑрмав мар.
Надежда пурнӑҫӗнче тунсӑх валли вырӑн ҫук. Яланах концерта хатӗрленет, репертуарне ҫӗнӗ хайлавсемпе пуянлатать. Хамӑр регионти композиторсемпе кӑна мар, ытти ҫӗрти музыка ӑстисемпе те ҫыхӑну тытать. Юлташӗсем ӑна ҫӗршыв шайӗнче малашне те курасса шанаҫҫӗ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов