Кронштадтри таса пурӑнӑҫлӑ Иоанн чиркӗвӗ Владимир Тӑвӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Ӑна никӗсленӗренпе 100 ҫул ытла иртнӗ. Пӗр ӗмӗр каялла кунта Ехрем купса кил-йышӗн тупӑкӗсене пытармалли вырӑн пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра вара – православи чиркӗвӗ. Ҫак кунсенче Турӑ ҫурчӗ асапсем тӳссе вилнӗ святой Вонифатий ячӗллӗ ыркӑмаллӑх фончӗ илсе килнӗ хаклӑ парнесене йышӑнчӗ. Ҫар тумӗ тӑхӑннӑ ҫынсем ҫӗрмен ӳт пайӗсене вырнаҫтарнӑ ултӑ турӑша тата Чӗрӗлӗх Паракан Хӗрес пайне хунӑ хӗресе йӑтса кӗреҫҫӗ.
Кирилл Святейши Патриарх пилленнипе асаннӑ фонд 2016 ҫултанпа Раҫҫей салтакӗсен хастарлӑхне ҫирӗплетес енӗпе ӗҫлесе пырать. Фонда йӗркелекенсем ҫак тӗллеве пурнӑҫласа ҫар чаҫӗсенчи тата ҫапӑҫу пыракан вырӑнсенчи чиркӳсене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе тачӑ ҫыхӑну тытакан прихутсене сӑваплӑ япаласем хунӑ арчасемпе турӑшсем ҫитерсе параҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак таса япаласем питех те кирлӗ. Ыркӑмӑллӑх фончӗн президенчӗ Наталия Мезенцева ҫакна ҫирӗплетсе блиндажсемпе окопсенче салтаксем пурте Турра кӗлтунине хӑй куҫӗпе курни, чиркӳсене халӑх ытларах ҫӳреме тытӑнни пирки каларӗ.
Хаклӑ парнесене йышӑннӑ хыҫҫӑн чиркӳ настоятелӗ Николай Медведев протоиерей Раҫҫей ҫарӗн хӳтлӗхӗшӗн тата ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн молебен ирттерчӗ. Ҫак кӗлӗре священник хамӑр салтаксене пулӑшу пама ыйтса Турра тархаслать. Иоанн Кронштадтский чиркӗвӗнче ҫакнашкал молебенсене тӑтӑшах ирттереҫҫӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан чӑваш салтакӗсене кирлӗ япаласем пухса кулленех пулӑшу ӑсатаҫҫӗ.
Ятарлӑ ҫар операцине каякан е отпуска килекен салтаксем ҫак чиркӳре яланах кӗтнӗ хӑнасем, вӗсемшӗн кунта кӗлтусах тӑраҫҫӗ. Ҫар ҫыннисем ҫылӑх каҫарттараҫҫӗ, священникрен пил илсе ҫӗршыва хӳтӗлеме тухса каяҫҫӗ. Асап тӳссе вилнӗ Вонифатий святой ячӗллӗ ыркӑмаллах фончӗ парнеленӗ сӑваплӑ япаласен хакӗ питӗ пысӑк. Хӑватлӑ ӗҫсем тӑвакан Николайӑн, ҫветтуй Пантелеймонӑн тата Ҫӗнтерӳҫӗ Георгин ҫӗрмен учӗсен пайӗсене Таса Афон Тӑвӗ ҫинчен илсе килнӗ. Чӗрӗлӗх Паракан Хӗрес пайне хунӑ хӗресе Кипртан Тримифунтри Варнава владыка парса янӑ. Ҫакӑ пирӗн чӑваш ҫыннисемшӗн уйрӑмах паха. Турӑ Амӑшӗн таса сӑнӗ ҫумне вара Таса Хӗр Мария ҫыхса ҫӳренӗ тутӑр пайне вырнаҫтарнӑ. Вӑл пирӗн пата Италири Лоретто хулинчен килсе ҫитнӗ. Кронштадтри Иоанн ҫветтуйӑн турӑшӗ ҫумӗнче вӑл чиркӳре тӑхӑнса кӗлтунӑ тумтир пайӗ пур. Сӑваплӑ япаласем малашне яланлӑхах чиркӳ харпӑрлӑхӗ пулнине ҫирӗплетсе алӑ пуснӑ хыҫҫӑн уява пухӑннисем пурте вӗсен умӗнче пуҫ тайса кӗлтурӗҫ.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина