Пурте пӗрле кар тӑрса ҫӗнтерӗве ҫывхартаҫҫӗ

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан республикипех фронта пулӑшас тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ вӑй илчӗ. Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи хастарсем те салтаксене кирлӗ япаласемпе тивӗҫтерсех тӑраҫҫӗ. Маскировка каррисем ҫыхакан пунктсем кӑна унта 16. Йӗпреҫри Культура ҫуртӗнчи волонтёрсен центрӗн ӗҫӗпе Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева паллашрӗ. 

Хӑю хыҫҫӑн хӑю - ахаль сеткӑран хӳтлӗх хатӗрӗ пулса та тӑрать. Станок умне волонтёрсем такам ыйтнипе мар, чӗре хушнипе тӑраҫҫӗ. Маскировка карри ҫыхакан центра Йӗпреҫри Культура ҫуртӗнче Роза Хлебникова пуҫарӑвӗпе икӗ ҫул каялла уҫнӑ. Фронта пулӑшас кӑмӑллисен йышӗ часах чӑмӑртаннӑ. 

Хӳтлӗх каррисем ҫыхнипе пӗрлех кунта вӑрҫӑ хирне ӑсатма ытти япала та хатӗрлеҫҫӗ. Ҫанталӑк сивӗтсе пынине кура салтаксене айне сармалли те халӗ ӑшӑраххи кирлӗ. - Ҫакна, тӗслӗхрен, тӑхӑнма юрӑхсӑр тесе кӑларса пӑрахнӑ кӗрӗксенчен ҫӗлерӗмӗр, - каласа кӑтартать центр ертӳҫи Роза Хлебникова. - Камӑн килӗнче унашкал тум-тир пур, кунта илсе килме пултарать, - тет вӑл. Сӑмах май, ырӑ чунлӑ ҫынсем укҫа-тенкӗпе те, материалсемпе те пулӑшсах тӑраҫҫӗ. - Волонтёрсене мӗн кирлипе тивӗҫтерӗпӗр, пархатарлӑ ӗҫӗшӗн пысӑк тав вӗсене, - палӑртрӗ Алла Салаева депутат. Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчен салтаксем валли ҫакнашкал ҫемҫе тетте-талисмансем те ӑсатаҫҫӗ. Алпа ҫыхнӑ Чебурашка вӗсене кил ӑшшине, хавхалану парнелессе шанаҫҫӗ. 

Йӗпреҫре пулнӑ май Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Алексей Зайцев ҫемйипе те тӗл пулчӗ. Наталья виҫӗ ачапа тӑлӑха юлнӑ. Аслӑ ывӑлӗ техникумра пӗлӳ илет, Настя хӗрӗ иккӗмӗш класра вӗренет. Чи кӗҫӗнни - Константин - ача садне ҫӳрет. Алла Салаева вӗсем валли парнесем хатӗрленӗ. Паттӑр ҫемйипе вӑл патшалӑх кӳрекен пулӑшу майӗсене те сӳтсе яврӗ. Наталья Петровна тӳлевлӗ майпа вӗренекен студентсем валли те ятарлӑ стипенди ҫирӗплетме май ҫук-ши, тесе кӑсӑкланчӗ. Депутат ку ыйтава тишкерсе тухма шантарчӗ. Ӳкерме юратакан Настя валли вара Мускаври Третьяков галерейинче экскурси йӗркелеме сӑмах пачӗ. 

Екатерина Фомина, Николай Скворцов