Пӗрремӗш хут ҫак конкурса 2 ҫул каялла ирттернӗ. Кӑҫалхи регионсен шайне тухма пултарнӑ. Хальхинче ӑмӑртура 27-ӗн тупӑшнӑ. Финала Брянск, Саратов, Челябинск, Мордва тӑрӑхӗсенчен, Мускавран килнӗ чиперкккесем тухнӑ. Ӑслӑ, илӗртӳллӗ, пуҫаруллӑ - суйлав витӗр чи маттурисем иртнӗ. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ӑмӑрту шайне тата анлӑлатма шантарчӗ. Хӗрсем хитре тумпа илемлӗн утрӗҫ, хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, пултарулӑх конкурсӗнче те тӗрлӗ енлӗн тӗлӗнтерчӗҫ. Ҫавӑн пекех кашнин мӗнле предприятире ӗҫленине кура тум ҫӗлемелле пулнӑ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ никама та парнесӗр хӑвармарӗ. «Машина тӑвакансен пӗрлӗхӗн мисӗ» ята Шупашкарти Елена Чучелина тивӗҫрӗ. Вӑл хулари пӗр компанире офис-менеджерта тӑрӑшать.
Алиса Александрова, Наталья Егорова, Вадим Владимиров