Православи тӗнне ӗненекенсен Раштав ҫветки пырать

Ҫак кунсем сӑваплӑ шутланаҫҫӗ, Христос Турра аслӑлаҫҫӗ. Мускав тӗн академийӗ Чӑваш Енре пурӑнакансене савӑнӑҫ парнелес тенӗ. Республикӑри храмсенче студентсен хорӗ уяв юррисем шӑрантарчӗ. 

Тӗн академийӗнчи хӑнасене Шупашкарта ҫӗкленекен Сергий Радонежский храмӗнче те кӗтнӗ. Кашни юнкун унта Вырӑс ҫӗрӗн игуменӗшӗн кӗлӗпе акафист иртет. Хальхинче службӑра семинаристсем те пулчӗҫ. 

Ҫветке вӑхӑтӗнче Раштаври йӑла юррисене те юрлаҫҫӗ. Студентсен хорӗн хайлавӗсем хушшинче те пур вӗсем. Анлӑ сарӑлнисем тата сайра хутра илтӗнекеннисем тӗрлӗ чӗлхепе янӑрарӗҫ. 

Итлекенсем тарӑн шухӑшлӑ хайлавсемпе савӑнчӗҫ. Темиҫе сасӑпа илемлӗн юрлани кашнин чунне пырса тиврӗ. "Юрӑсем ҫӳл тӳперен аннӑ пек туйӑнать", - тесе палӑртрӗҫ чиркӗве ҫӳрекенсем. Чӑваш Енре хӑнасене тӑвансене ӑшӑ чунпа, тӑвансене кӗтсе илнӗ пек йышӑнчӗҫ. Тӗн музыки таврана ҫынсене пӗрлештерекен кӑмӑл-туйӑмпа тултарчӗ. Кунран-кун ҫӗкленсе пыракан чиркӗве килекенсен йышӗ ӳссех пырать. Турра ӗненекенсем храмӑн Иверти Турӑ Амӑшӗн турӑшӗ ячӗллӗ аялти пайне ҫветтить тӑвасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ҫуркуннеччен ҫак пысӑк ӗҫе пурнӑҫласшӑн кунта. Сергий Радонежский храмӗн ҫӳлти пайӗнче те шалти ӗҫсем пуҫланмалла. Палӑртни хӑй йӗркипе пырать. Пурте пӗрле Чӑваш Ен историйӗнчи паллӑ куна ҫывхартаҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Лидия Галактионова, Святослав Петров