Правительство Ҫуртӗнче "Раҫҫейри Геройсен Ассоциацийӗн" ларӑвӗ иртрӗ 

Ҫӗршывра патриотла юхӑм вӑйланса пырать. Ҫак пархатарлӑ ӗҫре чӑн-чӑн паттӑрсен тӳпине те палӑртмалла. Вӗсем тӑрӑшнипе ытларах та ытларах ҫамрӑк ҫӗршыв хӳтӗлевҫин профессине суйлать. Ҫак ӗҫе анлӑлатса пырасси пирки Правительство ҫуртӗнче калаҫрӗҫ. Унта "Раҫҫейри Геройсен Ассоциацийӗн" пайташӗсен ларӑвӗ иртрӗ. 

Ҫӗршывра лару-тӑру ҫӑмӑлах мар пулин те халӑх ырӑ та тӑнӑҫ пуласлӑха шанса пурӑнать. Малашлӑх мӗнле пуласси вара паянхи ҫамрӑксемпе ҫитӗнекен ӑруран нумай килет. Вӗсене тӗрӗс воспитани парса ӳстерессинче ачасен ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсем куллен хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. Ҫар ҫыннисем вара ку ӗҫре яланах пулӑшма хастар. Ҫак тӗллевпех Раҫҫейре 1992-мӗш ҫулта "Геройсен Ассоциацине" йӗркелесе янӑ. Унӑн тӗп тӗллевӗ - ҫӗршыври халӑхсене патриотика шухӑшӗ тавра пӗрлештерсе Раҫҫей патшалӑхне хӑватлӑ та мӑнаҫлӑ тӑвасси. Ҫак пархатарлӑ ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ ҫулран-ҫул ӳссе кӑна пырать. Геройсен сӑмахӗпе, воспитани никӗсӗнче халӑхӑн авалхи хаклӑхӗсем пулсан шкулти ашкӑнчӑк йывӑр ачасенчен те чӑн-чӑн паттӑрсем ҫитӗнтерме пулать.

Ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани парас тӗлӗшпе "Раҫҫей Паттӑрӗсен Ассоциацийӗ" 2012-мӗш ҫултанпа 145 хут "Геройсен вахтине" йӗркеленӗ. Вӗсенче ҫар ҫыннисем ҫамрӑксемпе тӗлпулусем ирттернисӗр пуҫне регионсен ертӳҫисемпе тата ветерансен пӗрлешӗвӗсемпе пухӑнса ҫивӗч ыйтусене ҫӗклеҫҫӗ. Хальхинче те Ассоциацин Чӑваш Ене килсе ҫитнӗ 6 Геройӗ тӗрлӗ шкулпа техникумра вӗренекенсемпе паттӑрлӑх сехечӗсем ирттерчӗҫ. Паянхи ҫамрӑксем пысӑк шанӑҫ панине палӑртрӗҫ вӗсем.

Ку сӑмахсенче никамӑн та пӗр иккӗленӳ те пулмалла мар. Дмитрий Захаров вӗренӳ министрӗ палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре халӗ 70-е яхӑн шырав ушкӑнӗ ӗҫлет. Вӗсенче 14 ҫулти шкул ачисенчен пуҫласа аслӑ ӳсӗмри таврапӗлӳҫӗсем таранчченех тӗрлӗ ӗҫре палӑракан йышлӑ. Хастарсем вӑрҫӑ историне тӗпчесе паха йышши кӗнекесем кӑлараҫҫӗ, паттӑрлӑх музейӗсем уҫаҫҫӗ. Сӑмах май, ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш Енре ятарлӑ ҫӑр операцийӗн музейне те йӗркелеме палӑртнӑ. Сӑлтавӗ пархатарлӑ. Иртнӗ ҫулсенче паттӑрлӑх кӑтартнӑ ҫар ҫыннисен йышӗ палӑрмаллах ӳсрӗ. Вӗсен кун-ҫулӗнчи хӑюллӑх историйӗ ҫамрӑксемшӗн яланах сӑваплӑ тӗслӗх вырӑнӗнче пулмалла. Виҫҫӗмӗш Александр патша калашле "Раҫҫейӗн икӗ юлташ: ҫар тата флот". Ҫак каларӑша пирӗн ҫӗршывӑн ырӑлӑхне вӑйсӑрлӑх пек йышӑнакан патшалӑх ертӳҫисен уйрӑмах шута илмеллине палӑртрӗҫ Геройсем. Раҫҫее юратаймаҫҫӗ пулсан хӑраччӑр хуть. Пирӗн ҫарсем вара тылри халӑхӑн тӗревне туйса яланах сыхӑ тӑрӗҫ. Салтаксен чун-хавалӗн ҫирӗплӗхне никам та хуҫаймӗ. Ҫапла, тӑван ҫӗршыва чунтан юратса тӳрӗ кӑмӑлпа ӳсекен ҫамрӑксем йышланса пынӑ чух пире никам та парӑнтараймӗ. Алексей Енейкин, Вадим Владимиров