Тупӑшакансене Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнче йышӗнчӗҫ. Пурӗ Чӑваш Енри ресторансемпе кафесенче ӗҫлекен 7 повар ӑсталӑхне кӑтартма кӑмӑл тунӑ. Кашниех пысӑк опытлӑ. Чи малтанах поварсен теорие мӗнле пӗлнине кӑтартмалла пулчӗ. Юлнӑ хатӗр апата шӑнтса хума юрать-и? Фритюрницӑри ҫӑва мӗн вӑхӑтран улӑштармалла? Тӗрлӗ ыйтӑва хуравларӗҫ ӑмӑртӑва хутшӑнакансем. Чи кӑсӑкли вара тӗпелте пулчӗ.
3 сехет хушшинче поварсен 3 тӗрлӗ апат хатӗрлемелле: пулӑран сивӗ закуска, чӑх какайӗнчен вӗри апат тата пылак ҫимӗҫ - панкейксем. Мӗнле пулӑран тата какайран пӗҫермеллине тупӑшу пуҫланас умӗн кӑна пӗлтереҫҫӗ. Ҫапла ӑмӑртӑва хутшӑнакансем маларах нимӗн те шутласа хураймаҫҫӗ, хӑйсен чӑн ӑсталӑхне кӑтартаҫҫӗ.
Экспертсем поварсем ӗҫленине сӑнаса тӑчӗҫ, пӗтӗмпех шута илчӗҫ. Тӳресем палӑртнӑ тӑрӑх, кашни повар хӑйне май ӑста. Ҫавӑнпа та ҫӗнтерӳҫӗне суйлама ҫӑмӑл пулман. Ҫапах та унӑн ячӗ паллӑ, ӑна Республика Кунӗнче уҫӑмлатӗҫ. "Чи лайӑх повара" 100 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗ Чӑваш Ен чысне Вологда хулинче пулакан ҫӗршыври конкурсра хӳтӗлӗ. Унта тӗп парне вара 1 миллион тенкӗпе танлашать.
Диана Сафонова, Вадим Владимиров








