Подрядчике яваплӑх пирки асӑрхаттарчӗҫ

Москакассинче ача сачӗ, Муркашра поликлиника ҫурчӗ ҫӗкленет. Иккӗшӗн те пӗр подрядчик. Графикрен вӑл юлса пырать. Ҫакӑн сӑлтавне, ӗҫе хӑҫан вӗҫлессине пӗлме Правительство ертӳҫи Сергей Артамонов яваплӑ ведомствӑсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле ҫула тухрӗ. 

Москакассинчи "Колокольчик" садик ҫуртне пӗлтӗр пуш уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. 160 ача валли пулать вӑл. "ГлавИнвестСтрой" подряд организацийӗн ертӳҫин Алексей Макаровӑн сӑмахӗпе ӗҫӗн 99 процентне пурнӑҫланӑ. Пушар сигнализацине вырнаҫтарса, стенасене якатса, котельнӑйӗнчи хатӗрсене йӗркене кӗртсе ҫитермелле. Куллен кунта 50 ҫынна яхӑн тӑрӑшать. Строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме, тепӗр эрнерен вара объекта хута яма шантарчӗ подрядчик. Графикпе килӗшӳллӗн садике иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнчех туса пӗтермелле пулнӑ. Ӗҫ вӑраха тӑсӑлнине проектпа смета документацине улшӑнусем кӗртме, ҫӗнӗрен экспертиза тухма тивнипе сӑлтавлаҫҫӗ. 

Хальлӗхе вара ачасем шкул ҫумӗнчи ушкӑна тата ҫывӑхри садиксене ҫӳреҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫурта республикӑн адреслӑ инвестици программипе килӗшӳллӗн лартнӑ. Аукционра унӑн хакӗ 219 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. Ача садне тунипе пӗрлех ун таврашне те хӑтлӑх кӳнӗ. Картишӗнче - тирпейлӗ те илемлӗ, вылямалли лаптӑксем пурте хӑй вырӑнӗнче. Сергей Артамонов премьер-министр темиҫе ӗҫе пӗр вӑхӑтра йӗркелени пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Сӑмахран, Муркашра ҫӗнӗ поликлиника никӗсне хывнӑ май, ӑна валли сӗтел-пукан, медицина хатӗрӗсене туянас тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫланӑ та ӗнтӗ. "Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑвакан сиплев учрежденийӗ кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче ҫынсене йышӑнма хатӗр пулмалла. Халӗ кунта ҫурт лартмалли вырӑна тирпейлеҫҫӗ, шыв, ӑшӑ пӑрӑхӗсене хураҫҫӗ. 

Подрядчик графикрен 2 эрне юлса пырать. Ҫакӑ строительство материалӗсене кӳрсе килнӗ чухне йывӑрлӑх пулнипе ҫыхӑннӑ, - ӑнлантарать Алексей Макаров. Сергей Артамонов ӑна яваплӑх пирки тепӗр хут асӑрхаттарчӗ. Москакассинчи пек лару-тӑру ан пултӑр, - терӗ вӑл. Унсӑрӑн подрядчике тирпейсӗр, начар ӗҫлекенсен реестрне кӗртме тивӗ. Ӗҫ-пуҫа Муркаш тӑрӑхӗнчи Прокуратура та тимлӗхре тытать. 

Екатерина Фомина, Павел Иритков