Подъездсенче тирпейлӗ, экологишӗн те усӑллӑ

"Эко дом - расширяем границы" проектпа килӗшӳллӗн 2024-мӗш ҫултанпа Шупашкар хулинче кивӗ хут тата батарейка пуҫтармалли 200 яхӑн контейнер вырнаҫтарнӑ. Вӗсемпе 50 пине яхӑн ҫын усӑ курать. 

Хальлӗхе экологи савӑчӗсен ытларах пайне тӗп хулари Мускав районӗнче вырнаҫтарнӑ. Тепӗр 9-шне - Калинин районӗнче. "Волжский - 3" управляющий компани пӑхса тӑракан ҫуртсенче бокссене пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче лартнӑ. Хальлӗхе 27 ятарлӑ савӑт. Вӗсене кивӗ хут тата усӑ курнӑ батарейкӑсем пӑрахма юрать. Тулнӑҫемӗн пушатсах тӑраҫҫӗ. Макулатурӑна тӳрех тирпейлеме яраҫҫӗ, батарейкӑсене вара склада ӑсатаҫҫӗ. Пӗр тонна ытла пухӑнсан вӗсене Ярославльти завода леҫеҫҫӗ. 

Ҫуртра пурӑнакансем ҫӗнӗлӗхпе хаваспах усӑ кураҫҫӗ. Пӗр ҫӗрте макулатурӑпа батарейкӑсем пуҫтармлли вырӑн пулни подъездсенчи тирпейлӗхе ӳстернине палӑртаҫҫӗ.

Проекта "Экотрансформация" пӗрлешӳ, республикӑн ҫут ҫанталӑк министерстви тата "Таса ҫӗршыв" парти проекчӗ пулӑшнипе пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Экобокссенче уйӑхне вӑтамран 200 кило ытла макулатура пухӑнать. Ҫакӑ вара ҫут ҫанталӑка упрама май парать. Палла ӗнтӗ, пӗр тонна хут перекетлени 17 йывӑҫ касассинчен хӑтарать. Малашне проекта аталантарса хулан ытти районӗсенче те ҫакӑн йышши эко бокссем вырнаҫтарасшӑн. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров